Тытман вăрă - вăрă мар

Нумаях пулмасть Канаш районĕнчи предприятие РФ-ăн административлă йĕркине пăснăшăн харăсах икĕ статйипе явап тыттарнă. Ирĕк илмесĕр пулăхлă çĕре вырăнтан тапратнăшăн тата тĕп тунăшăн республикăри шалти ĕçсен пайне пĕлтернĕ.

Пĕрлешĕвĕн çутçанталăк пурлăхне кăларма лицензи пулман, çĕр ĕçĕсем ирттерме ирĕк илмен. Лаптăкпа усă курма нимĕнле документ та пулман. Анчах çакна пăхмасăрах предприяти Вăрăмпуç ял çывăхĕнче хĕрсех тăм кăларнă.

Вĕсен айăпĕпе 100 кубла метр пулăхлă сий юрăхсăра тухнă. Ĕçе пуçăниччен ăна илсе уйрăммăн купаласа хума та йывăр пулнă-тăр. Йĕркене пăхăнманнипе 17-30 сантиметр хулăнăш хура тăпра тăм илнĕ хыççăн юлнă пысăк шăтăка юхса кайнă. Хăй тĕллĕн хуçаланнипе ялхуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕре çур миллион тенкĕлĕх сиен кÿнĕ.

Хăй пайтишĕн хыпăнса çĕре çăвăрттарса тăкиччен тивĕçлĕ органсенчен ирĕк илменни тĕлĕнтерет. Тăм е хăйăр кăлариччен çĕрĕн пулăхлă сийне упраса хăвармалла. Кайран ăна вырăнне тавăрмалла, лаптăка акма-лартма йĕркене кĕртмелле. Саккуна пăсакансене вара çакă пачах шутлаттармасть пулас. Пĕр кунпа пурăнаççĕ тейĕн. «Эпир пуйса юлсан хуть йăтăнса антăр», - теççĕ ĕнтĕ.

Иртнĕ çул Комсомольски районĕнчи Хырхĕрри ял тăрăхĕнче пурăнакансем пулăхлă çĕре шар кăтартнăшăн айăплисене явап тыттарас ыйтăва çĕкленĕ, тивĕçлĕ органсене тĕрĕслеме, хурав пама ыйтнă.

Россельхознадзорăн Чăваш Енри управленийĕн специалисчĕсем çыру йĕрĕпе çула тухнă. Тĕрĕслев çакна палăртнă. Чăн та, 2004 çулта вырăнти хуçалăх хăйăр кăларма ирĕк илнĕ-мĕн. Виçĕ çултан, çав вăхăт вĕçленсен, ĕçе чарса лартнă. Анчах темле асамлă вăй каллех лаптăкра хуçаланма тытăннă, хăйăр кăларнă. Ертÿçĕ вара айăпа йышăнман. Унăн шучĕпе çутçанталăк пуянлăхне ку тăрăхра пурăнакансемех куç хывнă имĕш. Алăран тытмасăр мĕнле вăрă тесе калайăн? Çапах хуçалăх айăпĕ те çиеле тухнă. Хăйăр кăларнă вырăна йĕркене кĕртмен: пулăхлă çĕре çиелтен сарса лаптăкпа усă курма юрăхлă туса хăварман. Пуçлăха çĕр саккунне пăхăнманшăн 40 пин тенкĕ штраф тÿлеттернĕ.