Тырă вырăнне - наркотик
19 May, 2015 | Ял хуçалăхĕ

Республикăри пĕр агрофирма менеджерĕ уй-хирте тырă вырăнне кантăр ÿстерме шутланă. Пĕлтĕр çуракинче хуçалăхăн Сĕнтĕрвăрри, Шупашкар районĕсенчи лаптăкĕсенче кантăр акса хăварнă. Кĕрчченех ÿсен-тăрана пăхса тăнă, удобренипе апатлантарнă. Кантăртан пысăк тухăç илессе иккĕленмен арçын. Кайран ăна сутса услам илме ĕмĕтленнĕ. Хушшăн-хушшăн кантăр тăррине касса типĕтнĕ - пахалăхне тĕрĕсленĕ-ши?

Кĕр енне кантăр вăрман пек кашласа ларнă. Оперативлă шырав ушкăнĕ йĕр çине ÿкиччен менеджер 4 килограма яхăн марихуан пуçтарса сутма ĕлкĕрнĕ.

Ăна тытса чарсан хваттерĕнче те, кĕсйинче те марихуан тупнă. Вăрттăн плантацире ÿсен-тăран самай пуçтарса илнĕ. Менеджер çулне пÿлмен пулсан наркотик хатĕрлекен цех та уçĕччĕ-и? Айăплине суд тенкелĕ çине лартнă ĕнтĕ.

Çакă тĕлĕнтерет: уй-хирте тырăпа юнашарах кантăр ашкăрса ларнине хуçалăх ĕçченĕсем те асăрхаман-ши?