Туй хыççăн - пумилкке...

23 Юпа, 2015

Кăшт маларах кăна çемье туй ирттернĕ. Хыççăнах çемье пуçĕпе мăшăрне пытарма тивнĕ - мĕнешкел пысăк хуйхă!

Çĕрпÿ районĕнчи Карай ялĕнче пÿртре çĕнĕ кин ирхине йывăр суранланнă хунямăшне тупнă. Васкавлă медпулăшу чĕннĕ, анчах 43 çулти хĕрарăма, пуç купташкипе пуç мимине амантнăскере, çăлса хăварма май килмен. Мĕн пулнă? Кăштахран хуралтăра хĕрарăмăн 46 çулти упăшкин виллине те тупнă та - пĕтĕмпех уçăмланнă.

Малтанлăха палăртнă тăрăх - каçхине упăшкипе арăмĕ урлă пулнă. Арçын эрех ыйтнă, хĕрарăм паман. Çапах хирĕçÿ лăпланнă, çывăрма выртнă. Ирхине вара упăшки ыйхăри хĕрарăма пуçĕнчен мăлатукпа темиçе хут çапнă. Унтан пÿртрен тухнă та хăйĕн çине алă хунă.

К.АНТОНОВ

Рубрика: 
Автор: