Тутаннă та... тăнне çухатнă

21 Раштав, 2015

Шупашкарти Мускав район сучĕ 17 çулти йĕкĕт тĕлĕшĕпе приговор йышăннă. Наркотикăн пысăк виçине саккунсăр майпа туяннăшăн тата упранăшăн Шупашкар çамрăкне 2 çуллăха условлă майпа айăпланă.

Следстви пайĕпе суд палăртнă тăрăх, кăçалхи çурла уйăхĕнче çамрăк интернет урлă 5 пин тенкĕпе синтетика наркотикĕ туяннă, ăна палăртнă вырăнтан кайса илнĕ. Спайса унтах тутаннă та... больницăра çеç тăна кĕнĕ. Унăн кĕсйинче синтетика тултарнă 8 хутаç тупнă, наркотикăн пĕтĕмĕшле виçи - 7,5 грамм.

Приговор вăя кĕмен-ха. Наркотик ăçтан тупăннине малалла тĕпчеççĕ.

Яна ИВАНОВА.

Рубрика: