Туслăхпа килĕшÿ чупăвĕ
21 Jun, 2016 | Спорт

Элĕк районĕ Пĕтĕм тĕнчери “Тăнăçлăх чупăвĕ” çулăм эстафетине йышăннă. Сывă пурнăç йĕркине тытса пыма тата туслăхпа килĕшÿре пурăнма чĕнекен мероприяти планетăри çĕршывсемпе регионсен хушшинчи культура çыхăнăвĕсене çирĕплетет.

Эстафетăна хутшăнакансене Элĕкри çамрăк спортсменсем çăкăр-тăварпа кĕтсе илнĕ. Ачасем çулăм йăтса Вăрнар чиккине çити чупнă. Сăмах май, пирĕн республикăра “Тăнăçлăх чупăвĕ” эстафета пĕрремĕш хут икĕ çул каялла иртнĕ. Ун чухне çулăм Португалирен пуçласа 100 çĕршыв витĕр тухса 19500 çухрăм парăнтарнă. Кăçал унăн тăршшĕ 19000 çухрăма тăсăлĕ.