Туслăх çултан çул çирĕплентĕр

13 Авăн, 2016

Ульяновск-Чĕмпĕр чăваш халăхĕн иккĕмĕш тĕп хули пекех. Пирĕн Патриархăмăр Иван Яковлев çак хулара чăваш ачисене вĕрентме пуçланă. 19-мĕш ĕмĕр вĕçĕнче тата 20-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче пĕлÿ илсе çĕр-çĕр чăваш пурнăç çулĕ çине тухнă. Юлашки çулсенче Ульяновск облаçĕпе Чăваш Республики хушшинче туслă çыхăну йĕркеленчĕ. Акă иртнĕ çул Чĕмпĕр çĕрĕн кĕпĕрнаттăрĕ Сергей Морозов Чăваш Ене килсе кайрĕ. Иртнĕ вырсарникун чăваш делегацийĕ Ульяновска кайса килчĕ.

Çав кун хула хăйĕн çуралнă кунне паллă турĕ.

Унта çитсе курмалли сăлтавĕ ку кăна пулмарĕ-ха.

Чăваш картишĕ — наци пуянлăхĕ

Çулçÿрев Çĕнтерÿ паркĕнчен пуçланчĕ. Унта “Наци ялĕ” культура комплексĕ тума ты¬тăннă. Комплексра 9 наци картишĕ пулмал¬ла. Хальлĕхе унта чăваш кил-çуртне хута янă. Çĕнĕ пÿрт кĕрекине пуçтарăнчĕç те çак кун чăвашсем.

Чăваш картишне пĕртăван Федоровсем çĕклесе лартнă. Тутарстанри Пăва тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ чăвашсем Чĕмпĕрте строитель¬ство фирми йĕркеленĕ. Çамрăк ертÿçĕсем облаçре сахал мар объект çĕкленĕ. Улья¬новск облаçĕн администрацийĕ чăваш кар¬тишне тума сĕнсен меценатсем тÿрех килĕшнĕ. Культурăпа кану комплексĕнче мун¬ча, хăна çурчĕ, ресторан тата чăваш килĕн му-зейĕ вырнаçнă. Ульяновск облаçĕнчи чăваш наци культура автономийĕн ертÿçи Олег Мустаев пĕлтернĕ тăрăх — унта Чĕмпĕре хăнана е ĕçпе килекен пур çынна та йышăнаççĕ. «Чă¬ваш Енре пурăнакансемшĕн те пирĕн алăк¬сем уçă. Сăмах май, çывăх кунсенче хăна çур¬тне спортсменсем килеççĕ. Комплексри тĕп объект вăл — музей. Унта — анатри чăвашсен тумтирĕ, савăт-сапи, сĕтел-пуканĕ. Чăваш çемйин кулленхи ĕçĕ-хĕлне кăтартса паракан япала та нумай унта: çăм арламалли, тĕрле¬мелли хатĕрсем тата ытти пур», — терĕ Олег Николаевич. Музей экспоначĕсене Чĕмпĕр тăрăхĕнче кăна мар, Чăваш Енре те, Тутар¬станра та пуçтарнине пĕлтерчĕ музей ертÿçи Людвик Яковлев.

Чăваш кил-çурчĕпе Ульяновск облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Сергей Морозов, ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Олимп вăййисен 3 хутчен чемпионĕ, паллă хоккеист Владислав Третьяк та паллашрĕç. «Чĕмпĕр тăрăхĕнче чылай халăх представителĕ тĕпленнĕ. Çак пысăк çемьере чăвашсемпе вырăссем уйрăмах тус¬лă пурăнаççĕ. 19-мĕш ĕмĕрте никĕсленнĕ тă-ванлăх туйăмĕсем паянхи кун та çухалмаççĕ. Чăваш кил-çурчĕ уçăлни ĕмĕртен ĕмĕре пы¬ракан туслăха пĕтĕçтерет. Чăвашсем — ĕçчен те ырă чунлă халăх. Вĕсем кашни ĕçре мал¬та пулма, пуçăннине яланах вĕçне çитерме тăрăшаççĕ. Пысăк проекта чи малтан вĕçлени те вĕсем ăста та маттур пулнине çирĕплетет», — терĕ Сергей Иванович.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ку комплекс чăваш культурине аталан¬тарма, йăла-йĕркене тытса пыма пулăша¬кан пĕлтерĕшлĕ объект пулнине палăртрĕ. «Чĕмпĕр тăрăхĕнчи чăвашсем туслă пурăнни, авалхи йăласене манманни савăнтарать. Регион Правительстви кунта чăвашсене ĕçлеме, вĕренме пур майсем туса панă. Пирĕн ен¬тешĕмĕрсем çемье пахалăхĕсене упраса пурăнаççĕ», — палăртрĕ Михаил Васильевич.

Сумлă хăнасене Чăнлă тăрăхĕнчи Аслă Нагаткино ялĕнчи «Шанăç» халăх ансамблĕ юрă-ташăпа кĕтсе илчĕ. Ушкăн ертÿçи, РФ культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Ульяновск облаçĕн хисеплĕ гражданинĕ Валентина Та¬рават чăваш наци культури çулсерен вăй илсе пынăшăн хĕпĕртет. «Ульяновск облаçĕнче чă¬ваш халăхĕн юрри-ташши янăрани, çынсем тăван чĕлхепе калаçни, ачасем шкулта чă¬ваш чĕлхине вĕренни, çыравçăсем сăвă-калав çырни — пысăк телей. Чăваш музейне туни¬не пĕлсен эпир питĕ савăнтăмăр», — хавха¬ланчĕ хĕрарăм. Унăн шухăшĕсемпе Симĕс Раща шкулĕн вĕрентекенĕ Раиса Волкова та килĕшрĕ:

— Пирĕн ачасем чăваш чĕлхине юратса вĕренеççĕ. Вĕсем чăваш юрри-ташшине те килĕштереççĕ, тĕрлеççĕ, тăван чĕлхе кру¬жокне хаваспах çÿреççĕ. Ăста та пултаруллă ачасем тĕрлĕ конкурсра мала тухаççĕ, тăван чĕлхепе иртекен олимпиадăсене хутшăнаççĕ. Тĕслĕхрен, пĕлтĕр шкул ачисем «Пĕчĕк çеç путене» конкурсра пĕрремĕш вырăн йы¬шăнчĕç.

Пĕр-пĕрне пулăшса пурăнасчĕ

Чăваш кил-çурчĕпе сывпуллашнă хыççăн пирĕн республика делегацийĕ Ульяновск хулин çуралнă кунне халалланă уява хут¬шăнчĕ. Вĕсем хулара пурăнакансемпе курса калаçрĕç, уяв лапамĕсене çитсе курчĕç.

Ленин паркĕпе утнă май Комсомольски тă¬рăхĕнче çуралса ÿснĕ Сергей Куропаткина тата унăн ачисемпе мăнукĕсене тĕл пултă¬мăр. Ульяновска вăл иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче куçса килнĕ. Унăн хĕрĕ Екатерина хăйĕн çемйипе Шупашкарта пурăнать. Куро¬паткинсем Чăваш Ен тĕп хулинче иртекен пы¬сăк уявсене кашни çул çитсе курма тăрăшаççĕ. Чĕмпĕр чăвашĕсемпе тата ытти халăх çын¬нисемпе килĕштерсе пурăннине, Чăваш Енпе Ульяновск хушшинчи çыхăну татăлманнине палăртрĕ ентешĕмĕр.

Çав кун хулари концерт залĕнче те чăваш сăмахĕ янăрарĕ. Унта Чĕмпĕр тăрăхĕ¬нчи пĕтĕм чăваш пухăннă тейĕн: 2000 вырăн¬лă кермен туп-тулличчĕ. Пухăннисене Улья¬новск облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕн тивĕçĕсене вă¬хăтлăха пурнăçлакан Сергей Морозовпа ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламларĕç. Вĕсем пурне те туслă пурăнма, тăван çĕршыв ата¬ланăвĕшĕн тăрăшса ĕçлеме чĕнсе каларĕç. «Пĕр-пĕрне пулăшса, аслисене хисеплесе, вĕсен сăмахне итлесе пурăннине нимĕн те çитмест. Халăх малашлăхĕ епле пуласси па¬янхи ăруран, вĕсен ĕçĕ-хĕлĕнчен нумай ки¬лет», — терĕ Михаил Васильевич сывпул¬лашнă май. Савăнăçлă уяв Чăваш патшалăх юрă-ташă ансамблĕн концерчĕпе вĕçленчĕ.

Андрей МИХАЙЛОВ.

Б.ФИЛАТОВ сăнÿкерчĕкĕ

Новости по теме