Туристсем валли — кăтартмăшсем

18 Çурла, 2016

Чăваш Енре туризма аталантармашкăн çĕнĕ мелсем шухăшласа тупаççĕ. Нумаях пулмасть Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков хушнипе çулсем хĕррине кăтартмăшсем выр­наçтарнă.

Вĕсене хальлĕхе Президент бульварĕнчи «Каскад» суту-илÿ центрĕ, Правительство çурчĕ, Николаев космонавт летчик урамĕнчи «Спорт» хăна çурчĕ, Гагарин урамĕнчи «Спартак» стадион умĕнче курма пулать. Хула кунĕ умĕн ытти çĕрте те кăтартмăшсем вырнаçтарĕç. Хула администрацийĕ пĕлтернĕ тăрăх, вĕсене акăлчанла, вырăсла тата чăвашла çырнă.

Рубрика: