Тупма пулăшăр

23 Юпа, 2014

РФ Следстви комитечĕн Чăваш Республикинчи Следстви управленийĕн Шупашкарти уйрăмĕ РФ УК 30 статйин 3 пайĕпе - 105 статйин 2 пайĕпе пăхнă преступленишĕн пуçарнă уголовлă ĕçе малалла тĕпчет. Аса илтеретпĕр: следстви версийĕ тăрăх - 2014 çулхи юпан 7-мĕшĕнче 15 сехет те 40 минут тĕлĕнче тĕп хулари Стрелоксен 324-мĕш дивизийĕн урамĕнчи 8-мĕш çуртăн пĕрремĕш подъезчĕн пĕрремĕш хутĕнче палламан арçын 13 çулти хĕр ачана тапăннă. Телее, хĕр ача хăтăлма пултарнă. Усал шухăшлă çын преступлени вырăнĕнчен тарса çухалнă.

Хальхи вăхăтра следстви преступникăн фотороботне хатĕрленĕ. Арçын 25-40 çулсенче, 170-175 сантиметр çÿллĕш, хытанка пÿ-силлĕ, тĕттĕм /ахăртнех, хура/ çÿçлĕ. Тĕттĕм тĕслĕ куртка /çаннисем - çутăрах/, тĕттĕм джинс шăлавар, тĕттĕм тĕслĕ пушмак, шурă нуски тăхăннă. Пуçĕнче - умĕнче шурă ÿкерчĕклĕ тĕттĕм тĕслĕ бейсболка, айккисене шурă пусма татăкĕ кĕртсе çĕленĕ. Арçыннăн хăйпе пĕрле хул пуççи урлă çакса ямалли диагональпе çутă йĕрсем çĕленĕ хура сумкка /портфель, сумкка-планшет/ пулнă.

Шыракан çак çын пирки мĕн пĕлнине 66-24-88, 66-24-31 /СУ криминалистика уйрăмĕ/ е 02 /полици/ телефонпа пĕлтерме ыйтаççĕ.

Теги: 

Новости по теме