Тухăçлăха ÿстерме мĕн чăрмантарать?

11 Нарăс, 2015

ЧР Правительствин АПК ыйтăвĕсемпе ĕçлекен, апат-çимĕç рынокĕнчи хаксене мониторинг тăвакан, вĕсем улшăннине хăвăрт палăртса тивĕçлĕ ĕç пурнăçлакан комиссийĕпе Ялхуçалăх министерствин коллегийĕн пĕрлехи ларăвĕ иртрĕ.

ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, район администрацийĕсен ялхуçалăх пайĕн пуçлăхĕсем, çирĕп хуçалăхсен ертÿçисем хутшăннă ĕçлĕ тĕлпулăва ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ - ялхуçалăх министрĕ Сергей Павлов ертсе пычĕ. Ялхуçалăх ĕçченĕсем 2014 çула йывăрлăхсене пăхмасăр ăнăçлă вĕçленине, çĕнĕ программăсемпе çумпрограммăсене пурнăçланине пĕлтерчĕ. Хресчене кăçал та çăмăл пулмĕ терĕ.

Министр çумĕ Алексей Самаркин агропромышленноç комплексĕн пĕлтĕрхи ĕç-хĕлне пĕтĕмлетрĕ, кăçалхи тĕллевсене палăртрĕ:

- Чăвашстат кăтартăвĕсем тăрăх - 2014 çулта мĕнпур тытăмри хуçалăхсен ялхуçалăх продукцийĕн индексĕ 102,8% танлашнă. Вăл ялхуçалăх организацийĕсенче - 21,2%, ХФХсенче 30% ÿснĕ, уйрăм çынсен 4% чакнă.

Уй-хир ĕçченĕсен çитĕнĕвĕ уйрăмах курăмлă. Хăшпĕр районта шăрăх тăнă пулсан та республикипе 554,2 пин тонна тырă /2013 çулхинчен 40% нумайрах/ пухса кĕртнĕ. Пур районăн кăтартăвĕ те ÿсĕмлĕ. Пахчаçимĕç 2,2% ытларах - 143,9 пин тонна.

Юлашки çулсенче кĕр йĕпе-сапаллă тăнăран хресчен пĕлтĕр çĕрулми лаптăкне самаях чакарчĕ. Çавăнпах-тăр ăна 580,3 пин тонна кăна /8% сахалрах/ туса илчĕç.

- 2012 çулта республика 900 пин тонна ытла çĕрулми пухса кĕртнĕ. Çак кăтартупа танлашассишĕн ăнтăлмалла, - терĕ Алексей Самаркин. - Пĕлтĕр «иккĕмĕш çăкăр» ăнмарĕ пулин те республика ăна çитĕнтерессипе çĕршывра малта пыракан регион шутланать. Пысăк управсем çителĕксĕртен пĕр пайне кĕркунне ана çинчен йÿнĕпех вырнаçтарма тивет. Тупăш илейменрен хресчен кăмăлсăр.

Ыйтăва çăмăллатас тĕллевпе пĕлтĕр республикăра ятарлă программа хатĕрленĕ. Ăна РФ Ялхуçалăх министерстви çирĕплетнĕ. Патшалăх пулăшăвĕ «иккĕмĕш çăкăра» 25 пин тонна хĕл каçармалăх 10 управ тума май панă. Ĕç малалла пырать. Çĕрулмипе пахчаçимĕçе 2016 çулта 2013 çулхинчен 88 пин тонна ытларах упрама май килĕ. Çавна май çĕр ĕçченĕсем хĕлле-çуркунне ăна пысăкрах хакпа 121 пине яхăн тонна вырнаçтарĕç. Кĕркунне ĕç калăпăшĕ кăштах чакĕ, хĕлле вара çынсем ахаль лармĕç. Çĕнĕ управсем хута кайнăран кăçал çĕрулми лаптăкне пĕлтĕрхинчен самаях хушăнтарса 36,2 пин га лартма планланă.

Пĕлтĕр выльăх-чĕрлĕх пăхакансем 107,1 пин тонна аш /виçĕмçулхинчен 5,9% нумайрах/ туса илнĕ. Ялхуçалăх организацийĕсемпе ХФХсем - 11,1% ытларах.

Ÿсĕмре кайăк-кĕшĕк ашĕн тÿпи пысăк. 6 çулта производство 46,6% хушăннă /2008 ç. - 23,4 пин т, 2014ç. - 39,8 пин т/. Кăçал республика 128 пин тонна какай туса илме палăртнă, çав шутра Шупашкар районĕ хăй кăна - 50 пин т /чăх ашĕ/.

12 район аш туса илессипе плана тултарайман. Етĕрне /16,8%/, Вăрмар /20,4%/, Канаш /24,4%/ районĕсем çителĕксĕр вăй хунă. Сĕт сăвассипе 7 муниципалитетăн кăтартăвĕ япăх. Плана Çĕмĕрлесем - 13,5%, Вăрмарсем 15,3% тултарайман. 5 районта çулталăкра кашни ĕнерен вăтамран 3 пин килограмран та сахалрах сĕт сунă: Вăрмарсем - 1549 кг, Улатăрсем - 2549 кг, Çĕмĕрлесем - 2906 кг, Йĕпреçсем - 2944 кг, Куславккасем - 2996 кг.

Кашни 100 ĕнерен пăру илесси те савăнтармасть. 10 районăн республикăн вăтам кăтартăвĕнчен пĕчĕкрех. Уйрăмах - Çĕмĕрлесен /67 пуç/, Сĕнтĕрвăррисен /59 пуç/, Вăрмарсен /41 пуç/.

Мăйракаллă шултра выльăх йышĕ çулсерен чакать. Пĕлтĕр мĕнпур тытăмри хуçалăхсенче - 1%, çав шутра сăвакан ĕне - 3,5%. Çĕмĕрле /14,9%/ тата Пăрачкав /11,2%/ районĕсенче кĕтĕве нумай пĕчĕклетнĕ. Сысна 13 районта сахалланнă. Чи нумаййи - Куславкка /39,8%/, Тăвай /41%/, Сĕнтĕрвăрри /55,6%/ тăрăхĕсенче.

2014 çулта апат-çимĕç производствин индексĕ 98,5% çеç çитнĕ. Иккĕмĕш çул ĕнтĕ тĕллев пурнăçланмасть. Уйрăмах çăкăр пĕçересси /98,7%/, усламçу шăратасси /93,7%/, хутăш апат хатĕрлесси /92,8%/, шурă эрех туса кăларасси /62,5%/ чакнă.

Эрех пирки çакна палăртмалла. Хамăр патăмăрти çителĕксĕртен лавкка сентрисене республика тулашĕнчи йышăнать. Ют тавар республика бюджетне сахалрах пуянлатать.

Министр çумĕ 2014 çулта ялхуçалăх организацийĕсен финанс-экономика кăтартăвĕ лайăхланнине палăртрĕ. Январь-сентябрь уйăхĕсенче хуçалăхсен 88,2% /2013 çулхи çав тапхăрта - 85,3%/ тупăшлă аталаннă. 1296,4 млн тенкĕлĕх /2013 ç. 9 уйăхра - 805,2 млн т/ таса тупăш илнĕ.

АПКра вăй хуракансен ĕç укçи 2014 çулхи 11 уйăхра 12616,3 тенке çитнĕ, 2013 çулхи çав тапхăртинчен 15,7% ÿснĕ. Çапах та ку республика экономикинче тăрăшакансен вăтам кăтартăвĕн 62% чухлĕ çеç пулать.

Çуракине хатĕрленесси çинчен те сăмах пычĕ. Кăçал акмалли-лартмалли лаптăк пĕлтĕрхинчен кăштах пысăкрах. Выльăх апачĕлĕх культурăсем валли çĕр 41% нумайрах уйăраççĕ. Апла пулсан выльăх йышне упраса хăвармалла çеç мар, пĕчĕккĕн ÿстермелле.

Тырăн тухăçĕ минерал удобренийĕ çителĕклĕ хывнинчен те килет. Ăна республикăра кирлин 17% чухлĕ хатĕрленĕ. Вăрнарсемпе /57%/ Красноармейскисем /48%/ çине тăрсах тăрăшнă. Çав вăхăтрах Хĕрлĕ Чутайсем ăна пĕр кг та хатĕрлемен. Вăрмарсемпе /1,9%/ Шăмăршăсен те /2%/ сахал.

Заводсем удобрение пĕлтĕрхинчен 20-60% хаклатнă. Унăн 90% чикĕ леш енне каять. Хакĕ доллар витĕмĕнчен нумай килет. Кăçал 580 пин тонна тырă, 681 пин тонна çĕрулми, 145 пин тонна пахчаçимĕç туса илмелле. Çураки ирттерме 1,8 млрд тенкĕ кирлĕ /2013 ç. - 1,4 млрд т./, вăл шутра кредит - 1,3 млрд тенкĕлĕх.

Доклада сÿтсе явма «Чăвашçăкăрпродукчĕ» АУО гендиректорĕ А.Ласточкин, ЧР Апат-çимĕç фончĕн директорĕ А.Федотов, Патăрьелпе Çĕрпÿ райадминистрацисен пуçлăхĕсен çумĕсем Л.Калмыковпа Б.Марков тата Н.Федотовпа В.Гольцев банкирсем хутшăнчĕç.

Ларура çивĕч ыйтусене те хускатрĕç. Уйрăмах тырă, çăнăх хакĕсем пирки. Хамăр туса илекен тырă выльăх валли çеç. Çăкăр пĕçерме ăна тулашран туянаççĕ. Хăш уйăхра туяннине кура хакĕ - тĕрлĕрен.

Хресченĕн тĕллевĕ - çуракине ăнăçлă ирттерме тĕплĕн хатĕрленесси. Ĕç пуçланнă.

Валентин ГРИГОРЬЕВ