ТСКна малашне те Александр Цветков ертсе пырĕ

8 Раштав, 2016

Кун пеккине астумастăп: зал тулли çын темелле — республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев вара унта кĕрсен вĕсене кашнине алă тытса çаврăнчĕ. ЧР Тĕп суйлав комиссийĕн пилĕк çул ĕçленĕ кивĕ тата çĕнĕ йышĕ пухăннă та — пĕрисем килеççĕ кăна, теприсем вара каяççĕ, çавăнпа Михаил Васильевич кашнинех çапла хисеп тăвас терĕ пуль. Правительство çуртĕнче ТСКн тин çеç йĕркеленнĕ улттăмĕш йышĕн пирвайхи ларăвĕ иртрĕ.

 Çĕнĕ йышра — 12 çын. Улттăшне Патшалăх Канашĕ сĕннĕ, тепĕр çуррине — ЧР Пуçлăхĕ. Çур йыш — политика партийĕсен регионти уйрăмĕсен представителĕсем, икĕ члена Раççей ТСК сĕннипе çирĕплетнĕ, тăваттăн — общество организацийĕсен тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен элчисем. Çĕннипе киввин пĕрлĕхĕ тенĕ пулăттăм: унчченхи йышран юлнисем те пур, çĕнĕ çынсем те килнĕ.

Михаил Игнатьев чи малтанах комиссин кивĕ йышне тав турĕ: «Эсир ĕçленĕ вăхăт ансат тапхăр пулмарĕ. Темиçе суйлав иртрĕ — унта хутшăннисен кĕрешĕвĕ çивĕч пулчĕ. ТСК тивĕçлĕ саккун-сене, кăмăл-сипетпе çынлăх нормисене туллин тивĕçтернĕ. Паллах, кашни суйлаврах провокатор-сем те, çăхавсем те пулаççĕ, анчах ĕçе уççăн йĕркелесен, пур енĕпе те саккуна тĕпе хурсан пĕтĕмпех ăнăçлă пулать — эсир çакна тÿрре кăлартăр». Вăл комиссин çĕнĕ йышĕ те çапла ĕçлесси пирки иккĕленмест — унта суйланнисен опычĕ çителĕклĕ. Хăй енчен Михаил Васильевич «эпир сирĕн ĕçе хутшăнмăпăр» тесе шантарчĕ, çав вăхăтрах «саккунсене пурнăçламашкăн влаç енчен кирлĕ пулăшу пулассине» те çирĕплетрĕ. Çĕнĕ ТСК умĕнче вара — пысăк ĕçсем. Çав шутра — Раççей Президенчĕн çывхаракан суйлавĕ. Пĕчĕкрех шайри суйлавсене йĕркелес енĕпе те нумай ĕçлеме тивĕ.

Тĕп суйлав комиссийĕн, район-хулари территори комиссийĕсен чылай ертÿçипе членĕсене наградăсемпе хавхалантарчĕç. Республика Пуçлăхĕн Тав хучĕсем кăна та мар. Темиçе çын РФ Тĕп суйлав комиссийĕн Тавне те тивĕçнĕ. Вĕсене РФ Тĕп суйлав комиссийĕн членĕ Антон Лопатин, ларăва хутшăннăскер, саламларĕ.

Вăл палăртнă тăрăх — РФ Тĕп суйлав комиссийĕнче Чăваш Енĕн Тĕп суйлав комиссийĕ лайăх шу-тра: «Унăн ĕçне эпир чылай чухне тĕслĕх вырăнне палăртатпăр». Вăлах çĕнĕ ТСК председательне суйламалли кандидатура сĕнчĕ. Эпир пĕлмен çын мар, унчченхи председателех — Александр Цветков. Антон Лопатин ун пирки «унпа тачă çыхăну тытса ĕçлерĕмĕр — асăрхаттарусем çук. Регионта хисеплĕ çын, хăйĕн ĕçĕнче чăн-чăн профессионал» терĕ. Унăн кандидатури тĕлĕшпе килĕшсе татăлас енĕпе Мускавра тавлашу çуралман-мĕн: «Пĕр сасăллă пулса сĕнтĕмĕр. Унпа хăйĕнпе калаçнă чух та ыйтусем çуралмарĕç темелле — кунашкалли сайра пулать». Александр Цветков хăй председатель должноçне йышăнма килĕшсе хут çырса панине çирĕплетрĕ.

Александр Иванович сăмах илнĕ май Чăваш Енре Тĕп суйлав комиссине ĕçлемешкĕн пĕр енчен ансатраххине палăртрĕ: саккунсене пăхăнасси йăлана кĕнĕ, суйлавсем объективлă иртеççĕ. «Хамăр ирттернĕ суйлавсемшĕн мана намăс мар, — терĕ вăл. — Республикăра суйлав протоколĕсе-не çĕнĕрен çырман, урнăсене «сулахай» бюллетеньсене купипех яни пулман. Партисемпе, право хуралĕн органĕсемпе тачă çыхăну тытса ĕçлессине йĕркеленĕ».

Çапах ăна хивре ыйтусем парса калаçăва çивĕчлетес кăмăллисем пулчĕç-пулчĕçех. «Раççей па-триочĕсен» представителĕ Владислав Солдатов, ТСК çĕнĕ йышне кĕнĕскер, интересленчĕ: тепĕр хут председатель должноçне килнĕ май Цветков территорисен суйлав комиссийĕсене салатса ямалли мерăпа усă курĕ-и? Халиччен унашкалли пулман, Солдатов шучĕпе вара хăшпĕр территори комиссийĕ çавнашкаллине тивĕç-мĕн. Александр Цветков татăклăн хуравларĕ: «Ман шутпа, комиссие салатса яни — яваплăхăн чи хаяр мери. Çакă хамăрăн вăйсăрлăха йышăнниех пулĕччĕ, ĕç-пуçа унашкалли патне илсе çитерме юрамасть».

Çĕнĕ председательшĕн комисси членĕсем вăрттăн сасăларĕç. Суйлав кăтартăвĕ тĕлĕнтермĕш кÿмерĕ. ТСК ертÿçин пуканĕ çинче Александр Цветковах юлать.

Николай КОНОВАЛОВ