Трубина Мархви

3 Çурла, 2015

Марфа Дмитриевна Трубина /Трубина Мархви/ 1888 çулхи сентябрь уйăхĕн 2-мĕшĕнче Хусан кĕпĕрнин Шупашкар уесĕнчи /халĕ Куславкка районĕ/ Куснарта çуралнă. Ялти пуçламăш шкулта пĕлÿ илнĕ хыççăн 1903-1909 çулсенче Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕреннĕ. Ĕмĕрĕ тăршшĕпех хăй çуралса ÿснĕ тăрăхри ялсенче учительте ĕçленĕ, ăна Чăваш АССР шкулĕпе РСФСР шкулĕн тава тивĕçлĕ учителĕ хисеплĕ ятсем панă, Ленин орденĕпе наградăланă.

Трубина Мархви - чăвашран тухнă малтанхи хĕрарăм çыравçăсенчен пĕри. Вăл чылай повеç, калав, юмах, пьеса çырса хăварнă, вĕсенчен паллăраххисем: "Ача чухнехи", "Мучар", "Хÿтĕ вырăнта", "Асăнмалăх, савăнмалăх" повеçсем.

Литература ĕçне вăл Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕреннĕ чухнех тытăннă, чăваш халăх юррисене якатса çырнă, фольклор материалĕ чылай пухнă, шкул ачисемпе пĕрле алçыру журналĕ кăларса тăнă.

 

Вилĕм

Хăма хапха кичемлĕн уçăлса выртать,
Унăн юпи çумĕнче тупăк çийĕ тăрать.
Чĕрене çурса каякан йĕнĕ сасă илтĕнет,
Курăнать -
вилнĕ çынна ăсатма вăхăт çитет.
Акă тупăка пÿртрен çĕклесе тухрĕç,
Ял-йышсем,
тăванĕсем ăсатма кайрĕç.
Авалхи йăлана тумасăр ан хăварам:
Эпĕ те ĕмĕрлĕх пурнăçа ăсатса ярам
Çак çынна... Акă тарăн шăтăк.
Хуллен ярса
Тупăка шăтăка антарчĕç*
тăпра витрĕ
Ăна...
Такам юлашки хут сасă кăларса,
Çак сăмахсене каласа
юрла пуçларĕ:
"Чĕкеç килет чĕлхипе, -
Сан чĕлхÿне илтес çук,
Вăл санпа сăмахлас çук.
Шăпчăк килет юррипе, -
Эсĕ ăна илтес çук.
Куккук килет сассипе, -
Сан сассуна илтес çук.
Ешĕл курăк тухать, -
Эсĕ ăна таптас çук.
Хурăн çырли пиçнĕ чух
Пур хурăнташран уйрăлтăн,
Çĕр çырли пиçнĕ чух
Çĕртен-шывран уйрăлтăн.
Хĕлхемленсе тăр шыв юхать, -
Эсĕ ăна ĕçсе курас çук.
Тумак çил те вĕрĕ,
Хаяр аслати те авăтĕ,
Аннÿ-аçу, тăвану йĕрĕ,
Тантăшу-тусу шеллĕ,
Анчах эсĕ тăраймăн,
Вăрăм ыйхунтан вăранаймăн.
Ыйху санăн йывăр,
Канăçлăх пултăр.
Çывăр!" -
Тесе юрласа пĕтерчĕ те,
тăпра купаласа хучĕç.
Ĕнтĕ пурте пĕтрĕ,
пурăнăç каялла тухмĕ...
Хăçан та пулин çак юррах ман çинче,
маншăн юрлĕç,
Анчах эпĕ ăна илтеймĕп,
вăл сасă маншăн пулмĕ.
Ăна хир тăрăх çил вĕçтерсе кайĕ те,
Е кĕтÿç,
е суха сухалакан çын илтĕ те,
Вăрăммăн сывласа илсе
хуйхăллă калĕ:
"Вилĕшĕн юрлаççĕ.
Кама вилĕм çитнĕ-ши?
Кама чикеççĕ?
Камăн пурнăçĕ сÿннĕ-ши?" -
Тейĕ те, вилĕмне шухăшласа,
хурланса илĕ.

1908

Новости по теме