Троллейбуссен маршручĕ улшăннă

3 Авăн, 2015

Шупашкарта хăш-пĕр троллейбус маршручĕ улшăннă. Чăннипе, ку ыйту тавра маларах калаçма тытăннăччĕ. Ун чухне 6, 12, 19 тата 20-мĕш маршрутсемпе çÿрекен троллейбуссен çулне кăштах урăхлатма сĕннĕ.

Августăн 26-мĕшĕнче иртнĕ ларура йышăну тунă. Унта 6-мĕш тата 12-мĕш троллейбуссен маршрутне улăштарма палăртнă. Сентябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 6-мĕш троллейбус Трактор тăвакансен проспектĕнчен Эгер бульварне кайĕ, унтан Мир проспектне çитсе Иван Яковлев проспектне тухĕ, малалла хăйĕн маршручĕпе çул тытĕ. 12-мĕш номерлĕ троллейбус вара 1-мĕш троллейбус маршручĕпе çĕнĕ кăнтăр районĕнчен çаврăнĕ.

Рубрика: