Трассăна аван хатĕрленĕ

16 Нарăс, 2016

"Тимĕр утпа" çÿреме кăмăллакансем Раççей кубокне çĕнсе илессишĕн вăй виçрĕç.

Кăçалхипе виççĕмĕш хут иртнĕ турнира Мускав, Вологда, Йошкар-Ола, Ульяновск, Сызрань тата Чăваш Ен автомобилисчĕсем хутшăнчĕç. Вĕсем яланхи пекех «1400» тата «1600» ушкăнсенче тупăшрĕç. Тăван республика чысне 10 спортсмен хÿтĕлерĕ. Чăваш Ен тĕп хулинче пурăнакан Виктор Сандыбаева пуринчен ытларах ăнчĕ, вăл «1400» ушкăнра 3-мĕш вырăн йышăнчĕ. Пĕлтерме кăмăллă: пирĕн ентешсем Вологда хулинче иртнĕ ăмăртăвăн пĕрремĕш тапхăрĕнче те наградăсăр юлман. Владимир Михайлов, Айрат Заргиров тата Андрей Васильев çĕршыв кубокĕнчен медальсемпе таврăннă.

Пăрлă трасса çирĕплĕхне Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та тĕрĕслерĕ. «Трассăна аван хатĕрленĕ. Спортсменсем те вăл паха пулнине палăртаççĕ. Чăваш Республикинче спорт мероприятийĕ нумай ирттеретпĕр. Çĕршыв кубокĕ те автомобиль спорчĕпе туслисен юратнă ăмăртăвĕ пулса тăчĕ. Унта Раççейри чи пултаруллă гонщиксем тата тĕнчери чи сумлă «Париж-Дакар» турнир хастарĕсем хутшăнни хĕпĕртеттерет», - терĕ Михаил Васильевич. Çавăн пекех спорт уявне ЧР спорт министрĕ Сергей Шелтуков, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов, РФ автомобиль федерацийĕн спорт комиссарĕсен коллегиййĕн председателĕ Владимир Гольцов хутшăнчĕç.

ЧР автомобиль федерацийĕн ĕç тăвакан директорĕ Сергей Лысюк пĕлтернĕ тăрăх - ку ăмăрту юлашки мар: çывăх кунсенче автомобилистсем Череповец хулине пуçтарăнĕç, пуш уйăхĕнче Шупашкар кÿлмекĕнче çĕршыв кубокĕн юлашки тапхăрĕ иртĕ.

А.ПЕТРОВ.

Рубрика: