Топ-500 рейтингри шкулсене чысларĕç

7 Юпа, 2016

«Раççейри чи лайăх шкулсем» рейтингра çĕнтернĕ республикăри шкулсен представителĕсемпе Чăваш Республикин пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тĕлпулчĕ.

Асăннă тĕлпулу юпа уйăхĕн 7-мĕшĕнче Правительство çуртĕнче иртрĕ. Ăна Чăваш Ен вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕ Юрий Исаев ертсе пычĕ.

«500 чи лайăх шкул» рейтинга пирĕн республикăри 9 шкул кĕнĕ. Вĕсем — Шупашкарти 2-мĕш, 3-мĕш, 4-мĕш, 44-мĕш лицейсем, 2-мĕш, 5-мĕш гимнази, Çĕнĕ Шупашкарти 18-мĕш лицейпа 6-мĕш гимнази, Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ вăтам шкул. Вăрмарти вĕренÿ организацийĕ чи лайăх 200 ял шкулĕн йышне те кĕнĕ. ТОП-200 списокĕнче — Чăваш Республикинчи 8 шкул: çÿлерех асăннисĕр пуçне Элĕкри, Патăрьелти 1-мĕш, Вăрнарти 2-мĕш, Комсомольскинчи 1-мĕш, Елчĕкри, Муркашри вăтам шкулсем, Кÿкеçри лицей.

Вĕренÿ организацийĕсенчен хăшĕ-пĕри виçĕ çул ĕнтĕ çÿллĕ шайри çак статуса тытса пырать. Мĕнле майпа çавăн пек ăнăçлă ĕçлесе пыраяççĕ-ха вĕсем? Çакăн вăрттăнлăхĕсене уçса пама тарăшрĕç те уçă калаçура шкул ертÿçисемпе çитĕнÿсем тăвакан педагогсем.

Рубрика: