Тивĕçе кашнин вăхăтра пурнăçламалла
22 Oct, 2014

Чрезвычайлă лару-тăрура - уйрăмах.    Çут çанталăк синкерне пула республикăра регион шайĕнчи чрезвычайлă лару-тăру режимне ĕçе кĕртнĕренпе оперативлă штаб ларăвĕ кашни кунах иртет. Муркаш районĕ ытти муниципалитетпа танлаштарсан ытларах шар курнине шута илсе Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев черетлĕ канашлăва çав тăрăхра йĕркелеме йышăнчĕ.

Ĕнер, юпа уйăхĕн 22-мĕшĕнче, Михаил Игнатьев малтан ялсенче пулса курчĕ, аварисен сиенне пĕтерес тĕлĕшпе бригадăсем мĕнле ĕçленипе паллашрĕ. Рыккакасси ялĕнчи Çĕнĕ урамри электропередача линийĕсемпе юписене пĕлтĕр çеç вырнаçтарнă. Ял тăрăхĕн депутачĕ Венера Акимова каланă тăрăх - пăрлă çумăр тата йĕпе юр çунă чухне кабель линийĕсем татăлман, йывăç юпасем вара чалăшнă, вĕсене ял халăхĕ тĕревлеме ĕлкĕрнĕрен çеç пĕри те хуçăлман. Çапах ялта пурăнакансен ытлари кунччен çутăсăр ларма тивнĕ. Çак ялти Александр Родионов хăшĕсем электрогенераторпа усă курни, ватăраххисем çурта çутипех çырлахни, вырăнти çынсем вăй çитнĕ таран тасату ĕçĕсене хутшăнни çинчен каласа кăтартрĕ. Ĕнер Çĕнĕ урамра "Атăл çинчи МРСК" АУОн Саратовран килнĕ ушкăнĕ ĕçлетчĕ: электропередача линийĕсене пăртан тасататчĕ, чалăшнă юпасене тÿрлетсе лартатчĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ юсавçăсене ăçта вырнаçтарнипе тата мĕнле çитернипе кăсăкланчĕ. Инçетрен килнĕ специалистсем хăйсене "Сывлăх" ФОКра вырăн уйăрса панине, апат енчен пурте йĕркеллех пулнине систерчĕç. Материала пичете хатĕрленĕ вăхăтра "Чăвашэнерго" представителĕсем Çĕнĕ урамри юсав ĕçĕсене ĕнер 11 сехет тĕлне вĕçленине пĕлтерчĕç.

Михаил Васильевич Москакасси ялĕнче те пулчĕ. Унта Мускав урамĕнчи шыв башни çывăхĕнче çынсем татăлнă проводсене сыпăнтаратчĕç-çĕннипе улăштаратчĕç. Вырăнти тата Куславкка районĕнчен çитнĕ бригадăсем тăрăшсах вăй хуратчĕç, Кировран илсе килнĕ хăпартмалли машинăпа /подъемник/ усă куратчĕç. Михаил Игнатьев ĕç кал-кал пытăр тесен тата мĕн кирлине ыйтса пĕлчĕ. "Материалсем те, çынсем те, техника та - йăлтах пур. Юсава паян вĕçлĕпĕр", - пулчĕ хурав.

Видеоконференци мелĕпе йĕркеленĕ канашлу Муркаш райадминистраци çуртĕнче иртрĕ. Оперативлă штаб пуçлăхĕ, ЧР строительство министрĕ Олег Марков иртнĕ талăкра тунă ĕç калăпăшĕпе паллаштарчĕ. Юпа уйăхĕн 21-мĕшĕнче 6 муниципалитет йĕркеленĕвĕнче юсав ĕçĕсене вĕçлеме май килнĕ. 80 ял-поселока /4500 ытла çурт, 10500 ытла çын/ электроэнергипе çĕнĕрен тивĕçтерме тытăннă. Социаллă виçĕ объект - 3 шкул - хальлĕхе çутăсăр: вĕсенчен 2-шĕ - Муркаш, пĕри Элĕк районĕсенче. Чрезвычайлă лару-тăру режимне ĕçе кĕртнĕренпе пĕтĕмпе 360 ял-поселока электроэнерги панă, вĕсенче 30852 çурт, 74650 çын пурăнать. "Малтанхи пекех, лару-тăру Муркаш районĕнче йывăр, çавăнпа пĕтĕм вăйпа хатĕре ăна пулăшмашкăн яма тăрăшмалла", - терĕ Олег Марков.

Муркаш, Шупашкар, Элĕк тата ытти районсен администрацийĕсен пуçлăхĕсем аварисене пĕтерес тата çулсемпе тротуарсене юртан тасатас ĕç еплерех пыни çинчен каласа кăтартрĕç. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев чрезвычайлă лару-тăру режимĕ вăхăтĕнче юлхавланма юраманнине, кашни ĕçе вăхăтра тумаллине /çав шутрах çулсемпе территорисене ир-ирех юртан тасатмаллине/, пĕр служба чăхăмлани ыттисене те ура хума пултарнине палăртрĕ. Унсăр пуçне вăл çутăпа усă курайман ял-поселок шутне, ытти цифрăна панă чухне тимлĕрех пулмаллине, çак кăтартусем тăрăх йышăнусем тунине тата тĕллевсем лартнине, синкер сиенне пĕтермешкĕн вăйсемпе тата хатĕрсемпе кирлĕ пек усă курма май панине аса илтерчĕ.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА