Типĕтнĕ курăк

19 Юпа, 2015

Улатăр район сучĕ çул çитмен каччă тĕлĕшĕпе приговор йышăннă. Ăна саккунсăр майпа наркотик туянса упранăшăн айăпланă.

Кăçалхи утă уйăхĕн пуçламăшĕнче яш Улатăр тăрăхĕнче марихуана пухнă. Типĕтнĕ курăк виçи 1463,909 грампа танлашнă. Çакă вара РФ Правительствин 1002-мĕш хушăвĕпе /2012 çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче алă пуснă/ пысăк виçе шутланать.

Каччă наркăмăша право хуралĕн ĕçченĕсем тытичченех хăйне усă курма чиксе çÿренĕ.

Йĕкĕт айăпне тунман. Суд ăна икĕ çуллăха условлă майпа ирĕклĕхсĕр хăварма йышăннă. Тĕрĕслев срокĕ - 1 çул та 5 уйăх.

Приговор вăя кĕмен-ха.

Татьяна НИКОЛАЕВА.

 

Рубрика: