Тимлĕхе çухатсан

9 Чÿк, 2015

Çĕнĕ Шупашкарти строительство организицийĕн 38 çулти ĕçченĕ судпа айăпланнă. Унăн тимсĕрлĕхне пула рабочи пуçне вăйлах амантнă.

16 хутлă çурт хăпартнă çĕрте пулнă ку ĕç-пуç. Кăçалхи çу уйăхĕн 25-мĕшĕнче стройорганизацийĕн ĕçченĕ айккине пăрăннăран объектра вăй хуракансене хăйсене çеç хăварнă. Çавăнпах ĕçе хăш йĕркепе туса пынине тĕрĕслеймен, хурăшсăрлăх йĕркине пăхăнмаллине те ăнлантарман. Тимлĕхе çухатнă арçынна металл арматура пуçран пырса çапнă - вăйлах амантнă, пуç шăмми те хуçăлнă.

Татьяна НИКОЛАЕВА.

Рубрика: