Тилӗ ӗне кӗтӗвне тапӑннӑ

10 Авăн, 2015

Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Хурапыр ялӗнче ветспециалистсем килти выльӑх-чӗрлӗхе урнӑ чиртен прививка тунӑ. Ҫакна тума сӑлтавӗ пулнӑ.

Авӑн уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Хурапырта пӗр ҫын ӗне кӗтӗвне пӑхнӑ. Унччен те пулман — кӗтӳҫӗ ӗнесем патне тилӗ ҫывхарнине курнӑ. Тискер чӗрчун хурарах ӗнене малти уринчен ҫыртнӑ. Теприсене вара хӑратнӑ ҫеҫ. Ҫавна пула ӗнесем тӗрлӗ енне чупса саланнӑ.

Кӗтӳҫӗ тилӗ ҫыртнӑ ӗнен хуҫипе пӗрле тискер чӗрчуна вӗлернӗ. Унтан вӗсем районти чӗрчун чирӗсемпе кӗрешекен станцие пӗлтернӗ.

Тилӗ виллине ветлабораторие ӑсатнӑ. Тепӗр кунхине паллӑ пулнӑ: тискер чӗрчун урнӑ чирпе аптӑранӑ. Россельхознадзор пӗлтернӗ тӑрӑх, ветспециалистсем Хурапырти выльӑх-чӗрлӗхе прививка тунӑ. Пӗтӗмпе 200 ытла выльӑха. Вӗсен йышне ӗне, сурӑх, кушак, йытӑ тата ытти чӗрчун кӗнӗ.

Ӗнер, авӑнӑн 9-мӗшӗнче, Михаил Игнатьев Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Хурапыр ялӗнче карантин пулнине алӑ пусса ҫирӗплетнӗ.

Чӑваш халӑх сайчӗ