Тетте пуçтарманшăн...
Хулари Калинин районĕнчи следстви уйрăмĕ 27 çулти арçын тĕлĕшĕпе уголовлă ĕç пуçарнă. Шупашкар арçыннине икĕ çулти хĕрне вĕлерме пултарнă тесе шанмаççĕ.
Следстви версийĕ тăрăх, чÿк уйăхĕн 15-мĕшĕнче ÿсĕрскер икĕ çулти ачипе вăрçăннă. Шăв-шав çĕклени çитмен ăна, пĕчĕкскерне хĕненĕ те. Ку та çителĕксĕр пек туйăннă курăнать - мăйĕнчен аллипе пăвнă. Хĕрача вырăнтах вилсе кайнă.
Ашшĕ ăнлантарнă тăрăх, вăл çак усал утăма тĕпренчĕкĕ хăй хыççăн тетте пуçтарманнипе тунă.
Следстви ĕç-пуçа малалла тишкерет.
Анна НИКОЛАЕВА.