Терт-нушара ÿсрĕмĕр

26 Çĕртме, 2014

Çын пурнăçĕнче ачалăх ирхи çутă евĕр. Хĕвел тухать те тавралăха çутатать. Акă тÿпене те хăпарса çитрĕ. Çын ĕмĕрĕ те çавăн пекех. Ачалăх та сисĕнмесĕрех иртсе каять. Тин кăна утма тытăннăччĕ çут çанталăк сăпкинче ярăнса. Чарăнсам пĕр самант, кăштах тăхтасам! Çук çав. Пурнăç кустăрми малаллах чупать. Çулсем иртнĕ май кашниех шухăшпа ачалăха таврăнать. Самантлăха пулин те...

Вырăссен паллă çыравçи, тухтăр Антон Чехов çапла çырнă: "В детстве у меня не было детства". Ахальтен каламан пулĕ. Таганрог хулинче çуралса ÿснĕскер кашни ир ашшĕн лавккинче кунĕ-кунĕпе ларнă, кĕнеке сутнă. Тантăшĕсем вылянă-кулнă, савăнса ÿснĕ. Вăл вăхăтри ачасен йывăрлăхне чылай калавĕнче сăнланă çыравçă. Вырăс литературин паллă критикĕ Виссарион Белинский те хăйĕн ачалăхне ырăпа аса илмест. Куççуль витĕр каласа парать хăйĕн ачалăх кунĕсене: "Я в семействе был чужой".

Тĕплĕнрех ыранхи номерте.

Рубрика: 

Новости по теме