Террора хирĕç вĕренÿ ăнăçлă иртнĕ

7 Чÿк, 2016

Чÿк уйăхĕн 2-мĕшĕнче Наци антитеррор комитечĕн республикăри Оперативлă штабĕ командăпа штаб вĕренĕвĕн юлашки тапхăрне ирттернĕ.

Вĕренÿ легендипе килĕшÿллĕн террористсем патшалăхăн влаç органĕсенчен пĕрин объектне тапăннă, унăн ĕçченĕсене заложниксен вырăнне ярса илнĕ. Çĕршыв ертÿçисен ячĕпе политикăпа çыхăннă пурнăçлама май çук требованисем кăларса тăратнă, хирĕçлесен Шупашкарта взрывсем пулассипе хăратнă.

Оперативлă штаб ертÿçи — Федерацин хăрушсăрлăх службин Чăваш Енри управленийĕн пуçлăхĕ Сергей Софронов террористсене хирĕç операци ирттерме, тĕп хулара правăн уйрăм режимне ĕçе кĕртме йышăннă. Палăртнине ăнăçлă пурнăçланă.

Вĕренÿ вăхăтĕнче влаç органĕсен объекчĕн террористсенчен сыхланассипе çыхăннă хÿтлĕхне хакланă, çынсен васкавлă эвакуаци вăхăтĕнчи хăнăхăвне çирĕплетнĕ. Командăпа штаб вĕренĕвне явăçтарнă подразделенисен ĕçне ОШ ырласа хакланă.

И.МИХАЙЛОВ.