Тĕрмере ăс кĕрĕ-ши?
5 May, 2015 | Пулса иртни

Шупашкар районĕн сучĕ УФСИНăн 6-мĕш колонийĕн администрацийĕ А.-на юсанмалли урăх учреждение куçарма ыйтнине тивĕçтернĕ. Урăх çын пулнă-тăк - сăмах та çукчĕ. Анчах ку тĕслĕхре иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче хурахла ĕçсемпе Раççейĕпех палăрнă преступник пирки калаçу пырать.

А.-на 2006 çулта Тутарстан Республикин присяжнăйсен сучĕ харăсах айăпланă 32 çын тĕлĕшпе палăртнă приговорпа 23 çуллăха ирĕклĕхсĕр хăварнă. Вăл укçашăн уйрăмах тискеррĕн тата ушкăнпа каварлашса çынсене вĕлернĕшĕн, преступниксен каварлашнă, хĕç-пăшалланнă пĕрлĕхне хутшăннăшăн, хурахла тапăнусемшĕн суд умне тăнă. Тĕпчев çирĕплетнĕ тăрăх - А. 90-мĕш çулсенче Тутарстанри Çыранçи Чаллă хулин территорийĕнче пурне те хăратса тăнă «29-мĕш комплекс» тата «Рузалик бригади» ушкăнсене кĕнĕ, çав ушкăнсем 17 çын пурнăçне татнă.

Айăплав вăхăтне çирĕп режимлă 9, 6-мĕш колонисенче ирттернĕ май çак ристан хăйне япăх енчен кăна кăтартнă. Режима 33 хут пăснă, çакăншăн ăна карцера - 1, штраф изоляторне 15, камера йышши пÿлĕме 3 хут хупнă. Режима сĕмсĕррĕн пăсакансен йышне пĕрре кăна мар кĕртнĕ, явап тыттармалли çирĕп условисемпе усă курнă. Анчах çакă та пулăшман - А. режима пăсма чарăнман.

Суд УПК 78 статйине тĕпе хурса А.-на 3 çуллăха тĕрмене куçарма йышăннă. Тен, унта йĕркене кĕрĕ?

 

Владислав ШАШКОВ,

ЧР юсанмалли учрежденисенче саккунсене

пăхăннине сăнаса тăракан Шупашкар прокурорĕн

аслă пулăшуçи.