Тĕрĕслев çирĕп пулĕ

13 Раштав, 2016

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Юрий Васильев паян Ведомствăсен Чăваш Республикинчи вырăнти хăйтытăмлăх органĕсем тĕлĕшпе пурнăçлакан тĕрĕслевпе надзор ĕçĕн тухăçлăхне тишкерекен пĕрлехи комиссийĕн ларăвне ирттернĕ.

 

Тĕп темăсенчен пĕри — вырăнти хăйтытăмлăх органĕсем бюджетсен хушшинчи субсидисемпе, субвенцисемпе тата ытти трансфертпа усă курмалли условисене, тĕллевсене тата йĕркене пăхăнни. Вице-премьер — финанс министрĕ Светлана Енилина йĕркене пăснă тĕслĕхсене палăртнă. Çав шутра — чылай муниципалитет вырăнти хăйтытăмлăх органĕсене тытса тăмалли нормативсенчен ирттерсе укçа тăкаклани, контрактсен хакĕсене сăлтавсăрах пысăклатни, калăпăшне çирĕплетмен тата смета документацийĕпе килĕшсе тăман ĕçсемшĕн тÿлени. Йĕркене пăснă тĕслĕхсемпе çыхăннă укçа виçи 412 миллион тенкĕпе танлашнă.

 

«Эпир бюджетăн кашни тенкине яланах çирĕп тĕрĕслесе тăнă, малашне те çаплах тĕрĕслĕпĕр. Бюджет укçине куçарнăшăн районсемпе хуласен администрацийĕсен пуçлăхĕсем пайăррăн явап тытаççĕ. Вĕсене никам та пуçран шăлмĕ», — тенĕ Юрий Васильев.

 

Муниципалитетсен пуçлăхĕсене çавăн пекех вырăнти пĕлтерĕшлĕ автомобиль çулĕсен юсавĕн документацине хатĕрлемелли, çĕрпе çыхăннă саккунсен требованийĕсене пăхăнас, страховани тÿлевĕсене вăхăтра тата туллин хывассине тивĕçтерес тĕлĕшпе тимлĕ пулмалли пирки асăрхаттарнă.

 

М.АНДРЕЕВА.