Тĕпчев - экзамена хăнăхтарма

25 Юпа, 2016

Раççейри шкулсенче ачасене предмета пĕр тытăмпа вĕрентессине йĕркелес тĕллевпе ятарлă тĕпчевсем малалла тăсăлаççĕ. Пĕлÿ шайне хак пама пуçарнă çак ĕçе хăш вĕренÿ учрежденийĕсем хутшăнассине ăнсăртран суйласа илеççĕ.

Тĕпчеве ирттерекен Мускаври центр ачасем акăлчан чĕлхине мĕнлерех пĕлнине тĕрĕслес тĕлĕшпе мониторинга хăш регионри хăш шкулсене явăçтарассине кăçалхи юпа уйăхĕнче пĕлтернĕ. Списокра — пирĕн республикăри 6 шкул. Вĕсенчен пĕри — Шупашкарти 2-мĕш гимнази. Тĕпчеве юпа уйăхĕн 20-21-мĕшĕсенче — саккăрмĕш класс ачисемпе, 25-26-мĕшĕсенче пиллĕкмĕшсемпе ирттерме палăртнă.

— Тĕпчеве хутшăнакан ачасен хушшинче акăлчан чĕлхипе питĕ лайăх ĕлкĕрсе пыра-кансем çеç мар. Теста хутшăнма кама суйласа илнине те эпир тĕрĕслев иртес кун ирхине кăна пĕлтĕмĕр. Заданисене уçса вулама пароль те çав вăхăтра кăна çитрĕ. Йĕрке çапла çирĕп пулни пĕлÿ шайне май пур таран объективлă хак парас тенипе çыхăннă, — каласа кăтартрĕ гимнази директорĕн ăслăлăх-методика енĕпе ĕçлекен заместителĕ Елена Егорова.

Акăлчан чĕлхине шкул ачисем еплерех шайра ăса хывнине çакăн пек майпа — ком-пьютерпа иртекен тестпа — тĕпченине мониторинг координаторĕсем асăннă предмет 2020 çултан тытăнса пăрăнми ППЭсен йышне кĕрессипе сăлтавлаççĕ. Ют чĕлхепе патшалăх тĕрĕслевĕ шăпах çапла — компьютер умĕнче — иртет. Тĕпчеве йĕркелекен экспертсем шухăшланă тăрăх — вĕреннĕ материала учителе мар, «монитора» каласа пама ачасене психологи хăнăхăвĕ кирлех.

Пиллĕкмĕшсем икĕ класа пайланчĕç /кашнинче — тăватшар компьютер/ — тĕпчеве сакăр ача хутшăнчĕ. Заданисене пурнăçлама 45 минут уйăрчĕç. 5-мĕш Б класра ăс пухакан Мария Титова ĕçе чи малтан пурнăçласа пĕтерчĕ — анкета ыйтăвĕсене çур сехетрех хуравларĕ.

— Ĕçсем йывăрах пулмарĕç. Чăн та, мониторинг пирĕн шкулта та иртессине пĕлсен эпир учительпе пĕрле мĕн вĕреннине аса илтĕмĕр. Çакă грамматикăпа çыхăннă ыйтусене тĕрĕс хуравлама пулăшрĕ, — терĕ асăннă предмета пуçламăш классенченех «пиллĕклĕх» вĕренсе пыраканскер.

5-мĕш А класра вĕренекен Никита Смирновшăн та тест ыйтăвĕсем йывăр пек туйăнман, анчах хăй хумханнине арçын ача пытармарĕ.

Акăлчан чĕлхин вĕрентекенĕ Галина Краснова çирĕплетнĕ тăрăх — ачасем компьютер умне уроксенче ларман мар. Çапах йывăрлăхсем пур-мĕн: класри пĕтĕм ачана пĕр харăс çакăн пек мелпе ĕçлеттерме хальлĕхе техника çителĕксĕр.

Тĕпчев кăтартăвĕсем чÿк уйăхĕн варринче паллă пулĕç. Вĕсем вĕренекенсен дневникĕнчи палла витĕм кÿмĕç.

Ирина ПУШКИНА

 
Рубрика: