Тĕп ыйту — апат-çимĕç пахалăхĕ
15 Jun, 2016 | Потребителе

Çĕртме уйăхĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Федерацин потребительсен правине тата çыннăн тăнăçлăхне хÿтĕлекен тытăмри надзор службин ертÿçипе Анна Поповăпа ĕçлĕ калаçу ирттернĕ.

Тĕлпулăва Роспотребнадзорăн Чăваш Республикинчи управленийĕн пуçлăхĕ Надежда Луговская, ЧР экономика аталанăвĕн, промышленноç тата суту-илÿ министрĕн, ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакансем Инна Антонова тата Татьяна Богданова хутшăннă. Унта халăха санитари тата эпидемиологи тăнăçлăхĕпе тивĕçтерессипе çыхăннă лару-тăрăва сÿтсе явнă.

Михаил Игнатьев Роспотребнадзор ертÿçине çивĕч ыйтусене татса парас енĕпе килĕштерсе ĕçленĕшĕн тав тунă. «Халăх сывлăхне тĕреклетес, потребитель рынокĕнчи апат-çимĕç продукчĕсен пахалăхне лайăхлатас тĕллевпе нумай тăрăшатпăр», — палăртнă регион ертÿçи.

Анна Юрьевна хакланă тăрăх — Чăваш Енĕн чылай çитĕнĕвĕ ытти регионшăн чăннипех кăтартуллă: демографи лару-тăрăвĕ юлашки çулсенче лайăхланса пырать, инфекциллĕ чир-чĕре сарăлма памаççĕ, садиксемпе шкулсем çĕкленеççĕ, вĕсенче ачасене тутлăхлă апатпа тивĕçтереççĕ, ĕçмелли шывăн пахалăхĕшĕн тăрăшаççĕ, тăван тавралăх пуянлăхне упраççĕ. «Чăваш Республики çĕршывăн ытти регионĕ хушшинче демографин тата ачасен сывлăхĕн чылай кăтартăвĕпе малта пырать. Çакă — Чăваш Ен Пуçлăхĕн команди ăнăçлă ĕçленин пĕтĕмлетĕвĕ», — палăртнă Мускав хăни. Анна Попова шухăшĕпе — çитĕнÿсем пуррине пăхмасăр, апат-çимĕç пахалăхĕн, ачасене — пирĕн пуласлăха — тутлăхлă рационпа тивĕçтерессин ыйтăвĕсемпе куллен интересленмелле.

«Апат-çимĕç продукчĕсем тĕлĕшпе перекетлĕ пулас йăла пурччĕ пирĕн халăхăн. Паян вара ĕçме-çимен пысăк пайĕ усă курмасăрах апат юлашкине куçать. Çăкăр-тăвара хаклама вĕренмелле. Кун пек чухне ăна ытлашши хатĕрлеме тивмĕ. Чăваш Ен ку енĕпе те ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулассине шанатăп. Çакна пурнăçламашкăн Раççей Федерацийĕн илĕртÿллĕ регионĕ шутланакан Чăваш хутлăхĕн хевте çитермеллех: унăн ĕçчен те ăшпиллĕ çыннисем ырăлăха хаклама пĕлеççĕ. Вĕсемшĕн çăкăртан асли çук. Сывлăшĕ те ку тăрăхра», — çирĕплетнĕ Раççейĕн тĕп санитари врачĕ.

Кĕске справка: Анна Юрьевна Попова — Раççей патшалăх деятелĕ, 2014 çулхи ака уйăхĕн 10-мĕшĕнчен — РФ патшалăх тĕп санитари врачĕ, Роспотребнадзор ертÿçи. Врач-эпидемиолог, врач-гигиенист, медицина наукисен докторĕ, профессор. РМАПОн социаллă гигиена тата санитарипе эпидемиологин патшалăх службине йĕркелекен кафедра заведующийĕ.

Валентина СМИРНОВА