«Тĕп кăтартуран кăçал та чакмăпăр»

15 Юпа, 2014

«Таябинкăн» ÿсĕмлĕ аталанма майсем çителĕклĕ. «Кăтартусене лайăхлатса мала тухма пулать, анчах çак чыса тăтăшах тивĕçме çăмăл мар». Çапла каланине хуçалăх ертÿçисенчен час-часах илтетпĕр. Ырă ут та такăнать теççĕ те, пурнăçра яланах ĕмĕтленнĕ пек пулмасть çав. Ял хуçалăхĕнче ку чухне пушшех те.

Красноармейски районĕнчи «Таябинка» агрофирма юлашки çулсенче ура çинче çирĕп тăракан ял хуçалăх пĕрлешĕвĕсен йышне кĕни ăнсăртран мар. Ÿсĕм Александр Афанасьев ертÿçĕ Елена Николаева тĕп агрономпа, Нина Петрова тĕп зоотехникпа, ытти специалистпа, механизаторсемпе, выльăх-чĕрлĕх пăхакансемпе пĕр чĕлхе тупса мал курăмлă вăй хунăран та килет-тĕр. Кĕрхи пысăк ĕçсем хыççăнхи малтанхи пĕтĕмлетÿсем агрофирма 2014 çула та ăнăçлă вĕçлессе шантараççĕ.

Тулли мар яваплă обществăн тĕп специализацийĕ - сысна ашĕ туса илесси.

- Эпĕ кунта 2007 çулта килтĕм. Ун чухне 2870 çураччĕ, халĕ - 7500. Фермăна 8000 выльăх вырнаçать. Йыш нихăçан та пĕр шайра тăмасть. Сутсан - чакать, çăвăрсене тĕп витене самăртма куçарсан - хушăнать. Çаврăнăш 10-11 пин сыснана çитет. Пĕлтĕр 9750 çура илтĕмĕр. Самăртма хупнисем вăтамран 731 грамм ÿт хушаççĕ, çурисем сахалрах паллах. 2013 çулта 10933 тонна аш сутрăмăр. Тĕп кăтартуран кăçал та чакмăпăр, - терĕ Нина Александровна.

Пысăк кĕтĕве тăрантарма апат нумай кирлĕ. Вырăнта туса илнĕ тырă продукци хăй хаклăхне пĕчĕклетме, çавна май тупăш ытларах илме май парать. Çакна хуçалăх ертÿлĕхĕ асрах тытать.

Александр Афанасьев агрофирма лару-тăрăвĕпе кĕскен паллаштарчĕ, анчах, яланхи пекех сăпайлăскер, сăн ÿкерĕнме килĕшмерĕ.

- Кăçал 1280 гектар çинчен «Московский-39» сортлă кĕрхи тулă пухса илтĕмĕр, тухăçĕ 31,5 центнерпа танлашрĕ, 1300 гектар çинчи «Эльф» сортлă урпан вăл пысăкрах - 39,3 центнер, - терĕ Александр Петрович.

Пусă çаврăнăшне çавăн пекех 217 га - çурхи тулă, 190 га - çĕр улми, 60 га - пăрçа, 503 га тĕшĕлĕх куккурус кĕртнĕ. «Уй-хир пикин» тухăçĕ 50 центнер патне капашать. Выльăхшăн питех те сĕтеклĕ апат вăл.

Вырмара районта çулленех мала тухакан Олег Васильев комбайнера хальхинче те никам та çитеймен. Вăл 3 пин тонна тырă тĕшĕленĕ. Александр Петров /2000 т ытларах/, Федор Яковлев /1760 т/, Владимир Иванов /1673 т/ та пултарнă таран вăй хунă.

«Таябинка» хăйĕн шучĕпе тырă тасатса типĕтекен комплекс хута янă. Вăл сехетре 100 т аллать, 50 т типĕтет. «Сарă ылтăна» упрама пултарнă таран хăварнă, ыттине сутнă. Кăçал 9926 тонна тырă пухнă та, йăлтах вырнаçтарма май килменех. Çитес çул 8 тонна кĕрекен управ тăвасшăн, выльăх йышне те ÿстересшĕн.

Агрофирма техника паркне те çĕнетет: 2 трактор, пĕр автомашина туяннă.

Кунта çитес çулхи тухăçшăн ырана хăвармасăр тăрăшасси - тĕп вырăнта. Кĕрхисене 1300 га /планпа - 1100/ акнă, 2000 га çĕртме тунă. «Ятран камсене ырăпа асăннă пулăттăр?« - тетĕп.

- Пурте тăрăшаççĕ, пĕрне тепринчен уйăрмастăп, - терĕ ертÿçĕ.

Ăнлантăм: тулли мар яваплă обществăра ÿрĕк-сÿрĕк те ыттисене таянса çурма вăйпа ĕçлекен çын çук.

 

Валентин ГРИГОРЬЕВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.