Тĕп хула ырлăхĕшĕн тăрăшакансене - чыс та мухтав!

15 Çурла, 2014

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкар хула кунĕ умĕн республикăн тĕп хулин пултаруллă ĕçченĕсене патшалăх наградисемпе чысларĕ. Михаил Васильевич вĕсене пысăк ăсталăхĕшĕн, тухăçлă ĕçĕшĕн, хăйсем суйланă профессие, тăван çĕр-шыва юратнăшăн тав турĕ.

"Шупашкарăн мĕн пур çитĕнĕвĕнче сирĕн тÿпе те пур. Паянхи уяв малашне те ĕçре пысăк ÿсĕмсем тума хавхалантартăр. Пĕрлехи вăйпа Чăваш Республикин тĕп хулине тата та хитрелетĕпĕр, аталантарăпăр”, - терĕ республика Пуçлăхĕ.

Чăваш Республикин вĕ­рентĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, 5-мĕш гимнази директорĕ Инна Исаева тав сăмахĕнче çак награда республика влаçĕн, хула администрацийĕн тата вĕрентÿ тытăмĕн ĕçченĕсен пĕрлехи тухăçлă ĕçĕн кăтартăвĕ пулнине палăртрĕ.

Пысăк чыса тивĕçнисем хăйсене шаннăшăн тата вĕсен ĕçне пысăка хунăшăн республика Пуçлăхне тав турĕç, Шупашкар тата тăван Чăваш Ен ырлăхĕшĕн малашне те тăрăшса ĕçлеме шантарчĕç.

И.СЕРГЕЕВА

Рубрика: 
Автор: