Тĕп чăрмав - кадрсем çитменни
Хĕр-упраçпа яш-кĕрĕм

Хальхи информаци технологийĕсемпе анлăн усă курни ĕç тухăçлăхне ÿстернипе пĕрлех çынсен пурнăç пахалăхĕн шайне те ырă витĕм кÿрет. Асăннă тытăм аталанăвĕ чылай чухне çĕр-шывăн конкуренцие çĕнтерме пултараслăхне те палăртать.

Раççейре Интернет программисем хатĕрлекен, Пĕтĕм тĕнчери сеть урлă тĕрлĕ пулăшу кÿрекен компанисем йĕркеллех аталанса пыраççĕ. Çапах чăрмавсем те çук мар. Вĕсенчен пĕри вăл - ИТ-отрасльте квалификациллĕ кадрсем çитменни. Информаци технологийĕсен аталанăвĕпе çыхăннă «çул-йĕр карттин» проектĕнче çивĕч çак ыйтăва татса парас тесен профиль вĕрентĕвне вăйлатмаллине, ИТ-ĕç-хĕлĕн ят-сумне пысăклатмаллине, ку енĕпе халăхăн пĕлĕвне ÿстермеллине палăртнă. Специалистсене хатĕрлессин пахалăхне лайăхлатмаллине, аслă шкулсенче ИТ-компанисен кафедрисене уçмаллине каланă. РФ Çыхăнупа массăллă коммуникацисен министерствин хаклавĕпе - ку тытăм йĕркеллех аталанса пытăр тесен 2018 çул тĕлне 350 пинрен кая мар ИТ-специалист вĕрентсе хатĕрлемелле.

Хальхи вăхăтра Чăваш Республикинче пысăк технологисен сферинче 337 организаци, вĕсенче 2350 çын ĕçлет. Вĕсем программа продукчĕ хатĕрлеççĕ, биотехнологисен, полимер сийсен, энерги перекетлессин сферинче тĕпчевсем ирттереççĕ. Уйăхри вăтам ĕç укçи - 30 пин тенкĕ, ку вăл республикăри вăтам шалуран 1/3 чухлĕ пысăкрах. ИТ-компанисенче лайăх тÿлеççĕ, çапах вĕсем кадрсем çитменрен тĕрлĕ чăрмавпа тĕл пулаççĕ. Специалистсен дефицичĕн ыйтăвне ИТ-отрасль представителĕсем кăçал нарăс уйăхĕнче РФ Çыхăнупа массăллă коммуникацисен министрĕн çумĕ Марк Шмулевич хутшăннипе иртнĕ «çавра сĕтел» вăхăтĕнче те сÿтсе яврĕç. Вĕсен шухăшĕпе, кадрсем çитменнин сăлтавĕсенчен пĕри - вĕренÿ заведенийĕсенчен нумайăшĕнче хальхи вăхăт ыйтнине тивĕçтерекен преподаватель сахалли. ИТ-отрасль питĕ хăвăрт аталанать, аслă шкул науки вара ун хыççăн ĕлкĕрсе пыраймасть. ИТ-процессене пĕлекен çынсем преподавателе каясшăнах мар, мĕншĕн тесен вĕсем коммерци сферинче темиçе хут нумайрах ĕçлесе илеççĕ. Унсăр пуçне студентсем валли професси стандарчĕсем çук, çакна пулах хăш-пĕр заведение пĕтерекен çамрăксен пĕлÿ шайĕ питĕ пĕчĕк. Ун пеккисене компанисенче йăлтах çĕнĕрен вĕрентме тивет. «Çапла ан пултăр тесен аслă шкулсен, колледж-техникумăн организацисемпе тачă çыхăну йĕркелемелле», - пĕтĕмлетрĕç «çавра сĕтеле» хутшăннисем.

Паянхи çамрăксенчен нумайăшĕ шкул пĕтерсен пысăк технологиллĕ специальноçе алла илес тесе Мускава, Санкт-Петербурга тата ытти хулана каять. Çапах ĕмĕтленнĕ профессие хамăр республикăрах вĕренме пулать. Ăслă та пултаруллă хĕрсемпе каччăсене Чăваш Енрех хăварас тесе регионăн влаç органĕсем хавхалантару мелĕсем шухăшласа кăлараççĕ. Акă патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕнче физикăпа тата математикăпа 70 ытла балл пухнă студентсене хушма стипенди тÿлеççĕ. «Çавра сĕтелте» çак тÿлеве ÿстерес ĕçе ИТ-компанисен те хутшăнмаллине палăртрĕç. Тепĕр чухне çапла та пулать: çамрăк программистсем Шупашкарти аслă шкула пĕтерсен регионри фирмăра 1-2 çул ĕçлесе опыт пухаççĕ те пысăк хулана тухса каяççĕ. Вĕсене вырăнтах хăварас тесен хавхалантару мелĕсене анлăлатмалла терĕç. Тĕслĕхрен, çамрăк специалистсене пурăнмалли кĕтес ыйтăвне татса памашкăн пулăшмалла. Марк Шмулевич РФ министерстви ИТ-компанисен ĕçченĕсем валли процентсăр ипотека программине хатĕрленине пĕлтерчĕ. Чăн та, специалист ку субсидие тивĕçтĕр тесен ĕç параканăн кредит проценчĕсен çуррине тÿлемешкĕн хатĕр пулмалла.

ЧР вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов ИТ-сфера валли пысăк квалификациллĕ кадрсем хатĕрлес ĕçе ача сачĕсемпе пуçламăш классенчех пуçăнмаллине палăртрĕ. Ачасене хальхи йышши технологисемпе усă курас процеса явăçтармалла. Роботсем ăсталасси, программăсем хатĕрлесси мĕн тери кăсăклине вĕсем хăйсем курса ĕненччĕр. Марк Шмулевич 2014 çулăн иккĕмĕш çурринче РФ Çыхăну министерстви «Раççейри ИТ-отрасль аталанăвĕ» программа çумне шкул вĕрентĕвне ИТ кĕртессипе çыхăннă хушăм сĕнессине пĕлтерчĕ.

Юлашкинчен çакна палăртса хăварар: РФ Вĕренÿпе наука министерстви 2015-2016 вĕренÿ çулĕ валли ИТ-специальноçсем тăрăх йышăну-тĕрĕслев цифрисене çирĕплетнĕ. Профиль ведомствисем пĕрле ĕçленĕрен вĕсен пĕтĕмĕшле шучĕ 34% ÿсмелле. Магистратура программипе «информатика тата шутлав техники» специальноçпе вĕренме йышăнасси 74% ÿсет, «информаци системисем тата технологийĕсем» - 208%, «хушма /прикладная/ информатика» - 191%, «инфокоммуникаци технологийĕсем тата çыхăну тытăмĕсем» - 202%. ИТ-специальноçсем тăрăх бюджет вырăнĕсен шутне ÿстерни кадрсем çитменнине татса пама пулăшакан мерăсенчен пĕри пуласса шанас килет.


Ирина СЕМЕНОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.