Тĕнче чемпионатĕнче палăрнă

18 Çурла, 2015

Августăн 11-16-мĕшĕсенче Бразилири Сан-Паулу хулинче иртнĕ професси ăсталăхĕн "Worldskills" тĕнчен 43-мĕш чемпионачĕн çĕнтерÿçисемпе призерĕсене савăнăçлă ларура чысланă. Тупăшăва тĕнчери 70 çĕршыв çамрăк специалисчĕсем хутшăннă.

Раççей чысне çĕршывăн пĕрлештернĕ командине кĕнĕ 32 ăста хÿтĕленĕ. Професси пултарулăхĕн 5 куна пынă ăмăртăвĕн тĕрлĕ категорийĕнче Раççей çамрăкĕсем çивĕч кĕрешÿре 5 медаль çĕнсе илнĕ, Александр Гониашвили /"Повар ăсталăхĕ" номинаци/, Мария Синцова /"Ресторан сервисĕ"/, Дмитрий Мартынцев /"IT технологийĕ"/, Александр Карнауховпа Константин Кременцов /"Мехатроника"/, Виталий Пантеев /"Электромонтаж ĕçĕ"/ призерсен йышне кĕнĕ.

А.Гониашвилие Чăваш Енре лайăх пĕлеççĕ, вăл иртнĕ çул Шупашкарти апат-çимĕç тата коммерци техникумĕнчен вĕренсе тухнă. Республикăри çак сферăри тĕрлĕ конкурсра çĕнтерсе, çĕршыври тата тĕнчери тупăшусене хутшăнма тивĕçнĕ, пысăк çитĕнÿсемпе палăрнă.

 

Ю.ЛИСТОПАД.

Рубрика: