Тĕллев — халăх пурнăçне лайăхлатасси

24 Apr, 2020

Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев паян Чăваш Республикин Аслă экономика канашĕн ларăвне ирттернĕ. Унта регионăн социаллă-экономика аталанăвĕн комплекслă программин проектне пăхса тухнă.

Программăна хатĕрлеме федераци тата республика шайĕнчи чи ăста специалистсене явăçтарнă. Профессионалсем унпа пуш уйăхĕнче ĕçлеме пуçланă. Чăваш Ен çитес пилĕк çулта çак планпа пурăнĕ.

«Çĕртме уйăхĕ тĕлне ĕç-хĕл йĕркине пĕтĕмĕшле палăртса программăна пурнăçа кĕртме тытăнмалла. Пирĕн тĕллев — экономика ӳсĕмне вăйлатса халăх пурнăçĕн шайне ӳстересси», — тенĕ Олег Николаев.

Хальхи вăхăтра комплекслă программăна кĕртмелли сĕнӳсене йышăнаççĕ. Ку ĕçе Аслă экономика канашĕн членĕсем çеç мар, бизнес пĕрлĕх представителĕсем те, республика çыннисем те хутшăнма пултараççĕ.

Халăхсен хушшинчи регионсен аталанăвĕн центрĕн генеральнăй директорĕ Игорь Меламед пĕлтернĕ тăрăх — хальлĕхе 100 ытла сĕнӳ йышăннă. Ларура çавăн пекех коронавирус инфекцийĕ сарăлнă тапхăрта регионта экономика тăнăçлăхне тытса тăма май паракан хушма мерăсемпе тивĕçтерессине те сӳтсе явнă. Олег Николаев пуçарăвĕпе пĕчĕк тата вăтам бизнес субъекчĕсене налук çăмăллăхĕсем пама йышăннă. Проект саккунне çитес вăхăтра ЧР Патшалăх Канашĕ пăхса тухĕ.

www.hypar.ru cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ.

Рубрика: 

Комментари хушас