"Телей хулин" уявĕ

29 Çурла, 2016

Шăматкун Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Çĕнĕ Шупашкар хулин кунне халалланă мероприятисене хутшăннă.

Малтанах Михаил Васильевич мăшăрĕпе Лариса Юрьевнăпа пĕрле Чăваш Енри Хĕрарăмсен союзĕ йĕркеленĕ "Чăваш Ен — халăхсен тата культурăсен пĕрлĕхĕн хăвачĕ" фестивале çитсе курнă, халăх коллективĕсен членĕсемпе калаçнă. Михаил Игнатьев Чăваш çĕрĕ республика тулашĕнчен килнĕ хăнасене хапăл тунине, çакнашкал фестивальсем çынсене çывăхлатнине, нацисен хушшинчи килĕшĕве çирĕплетнине палăртнă. Пухăннисене хула кунĕ ячĕпе саламланă май вăл тăван ене юратакан, йăла-йĕркене упракан çынсем çак муниципалитетăн тĕп пуянлăхĕ пулни çинчен каланă.

Çĕнĕ Шупашкар вара аталанать, хăтлăланать. Çул-йĕр, социаллă инфратытăм лайăхланса пыраççĕ, экономика вăй илет, çĕнĕ производствăсем хута каяççĕ. Михаил Игнатьев Çĕнĕ Шупашкарсене хулан социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне пысăк тÿпе хывнăшăн тав тунă. Хула çыннисене çавăн пекех вырăнти администраци пуçлăхĕ Игорь Калиниченко саламланă.

Михаил Игнатьев Çĕнĕ Шупашкарти пасар ĕçĕпе паллашнă, кунта ял хуçалăх продукцине посредниксене явăçтармасăр сутмалли условисем йĕркелемелли пирки каланă. Михаил Васильевич ачасен профессисен "Делоград" хулинче пулнă, тĕрлĕ профессипе паллаштаракан интерактивлă площадкăсен ĕçĕпе кăсăкланнă — вĕсене пысăк хак панă. "Журналист" площадкăра çамрăк журналистсем унран интервью та илнĕ. Ыйтусене тĕплĕ хуравланă май вăл çапла палăртнă: "Журналист — яваплă професси. Журналистсем влаçпа общество хушшинче пулнă май общество шухăш-кăмăлне йĕркелеççĕ, çавăнпа та çынсене обћективлă тата тĕрĕс информаци пани пысăк пĕлтерĕшлĕ".

Михаил Игнатьев "Çĕнĕ Шупашкар хулин сывлăх сыхлавĕн ылтăн фончĕ" хисеп хăмине уçма хутшăннă. Унта хулари медицина организацийĕсен чи лайăх 28 ĕçченĕн сăнÿкерчĕкĕсене вырнаçтарнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ республикăра сывлăх сыхлавĕн пурлăхпа техника бази çĕнелсе пыни çинчен каланă, çакă медицина пулăшăвĕн пахалăхне лайăхлатма май парать. "Çак ĕçĕн тĕп кăтартăвĕ — çынсен пурнăçĕн тăршшĕ ÿсни", — тенĕ вăл. Çĕнĕ Шупашкарта ача çуратасси те ÿссе пырать.

Тÿрĕ кăмăллă ĕçпе палăрнисене наградăсемпе чысланă. Вĕсен хушшинче — "Экоклинкер", "Шупашкарти çурт-йĕр тăвакан комбинат" ОООсен гендиректорĕ Александр Краснов, Ольга Иванова предприниматель, "Коммуналлă сетьсем" МУП мастерĕ Николай Краснов, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă Иван Торин тата ыттисем. Уяв ячĕпе саламласа хула кунĕ Çĕнĕ Шупашкарсен тĕрлĕ ăрăвне пĕрлештерни çинчен каланă май хула пуçлăхĕ Олег Матвеев çапла палăртнă: "Çĕнĕ Шупашкар паян малалла талпăнать, аталанать! Вăл — ырăпа телей хули!" Праçник пысăк концертпа тата фейерверкпа вĕçленнĕ.

Д.ВОЛКОВ

Рубрика: 
Автор: