Телерепортер сĕт хакĕпе кăсăкланнă
22 Apr, 2016 | Ял хуçалăхĕ

Пуш уйăхĕн 4-мĕшĕ тĕлне Вăрнар районĕнчи килти хуçалăхсенче туса илнĕ кашни килограмм сĕте 19-20 тенкĕлле сутнă. Ака уйăхĕн 15-мĕшĕ тĕлне — 14 тенкĕлле.

«Чăваш Ен» патшалăх телерадиокомпани репортерĕ эфирта /30.03.2016/ «Хыпар» чылай çул куçран вĕçертмен темăна хускатрĕ, ĕне тытакансен шухăш-кăмăлĕпе кăсăкланчĕ. Пайăк ялĕнчи сакăр ĕне усракан А.Фомин фермерпа калаçрĕ. Александр продукцие 1,5 уйăхра 5 тенкĕ таран йÿнетнĕшĕн кăмăлсăр.

— Апат-çимĕç хакĕ лавккара çулла тата хĕлле сĕтĕнни пек выляса тăмасть, — терĕ. — Çăва тухиччен уйăх ытла. Апла пулин те сĕт хăвăрт йÿнелет. Çынсем ялта выльăх ĕрчетсе пурăнасшăн. Сутлăх хака тăруках антарса вĕсен кăмăлне хуçрĕç. Сĕт сутса тунă тупăш ĕнене тăрантарма çеç çитет.

— Талăкра кашни ĕнене концентрат, утă, выльăх кăшманĕ самаях çитеретĕп, — пĕлтерчĕ Кивçурт Мăратри фермер О.Лаврентьев. — Тăкак шутĕнче электричество, газ, вите тума янă стройматериал, ĕнене пĕтĕлентермелли вăрлăх, сиплемелли эмел, ветслужбăна паракан анализ…

— Продукци пуçтаракансем кĕркунне-хĕлле кашни икĕ эрнерен тенĕ пек сутлăх хака 50 пус таран çеç хăпартаççĕ, — терĕ Ярмушкари З.Маркова. — Чакарнă чухне харăсах темиçе тенкĕ катаççĕ.

— Кил хуçалăхĕсенчи ĕне выльăх шучĕ чакнин сăлтавĕ — ял ватăлса пынинчен ытла сĕте йÿнетнинче, — палăртрĕ Аçăмçырми ял тăрăхĕн депутачĕ Р.Афанасьев. — Продукци пуçтаракансем тупăш паян ытларах илессишĕн ял çыннисене ĕнерен пистереççĕ. Республикăпа муниципалитет влаçĕ сĕт сутакансемпе туянакансен ĕçлĕ хутшăнăвĕсене йĕркелес тĕллевпе килĕшÿсем çирĕплетме, вăхăтран вăхăта хак улшăннине малтанах палăртса хума сĕнчĕç. Анчах продукци пуçтаракансем чылай чухне çав килĕшÿсене пăхăнмаççĕ.

— Вĕсенче ял-йышран кашни уйăхра мĕн чухлĕ сĕт пухмаллине палăртнă теççĕ, — калаçăва хутшăнчĕ Канаш районĕнчи Вăтапуçри В.Шарипова. — Çав плана тултармасан çул укçине саплаштарма килти хуçалăхсенчен «штраф» тытаççĕ.

Сутлăх хак еплерех чакса пынине телерепортер асăрханине питĕ ырлатăп.

Юрий МИХАЙЛОВ.

Юрий МИХАЙЛОВ