Телекăларăмра юрласа ташланă
14 May, 2015 | Культура

"Поле чудес" телекăларăм ертÿçи Чăваш Ене тăтăшах килме тытăннăран халăхра "Леонид Якубович чăвашсене килĕштерет" теме тытăнчĕç. Телевизор пăхма юратакансем те кăларăма чăвашсем час-часах хутшăннине сисрĕç пулĕ. Нумаях пулмасть чăваш эстрада артисчĕ, Сĕнтĕрвăрри районĕн ентешлĕхĕн ертÿçи Андрей Кузнецов "Поле чудесра" ÿкерĕннине пĕлсен июнĕн 26-мĕшне /кăларăм эфира çав кун тухĕ/ кĕтме чăтăмлăх çитмерĕ - унпа маларах çыхăнтăмăр.

- Манăн ентеше Виталий Малинова, Мускавра çулталăк пурăнаканскере, телекăларăма курмашкăн чĕннĕ. Ÿкерÿ вăхăтĕнче вăл телеертÿçĕ панă ыйтăвăн хуравне пĕлнĕ. Тепĕр ыйтăва унăн мăшăрĕ хуравлама пултарнă. Çапла Виталий Ивановичăн хăйĕн те "Поле чудес" программăна хутшăнма кăмăл çуралнă. Хайхискер ÿкерÿ хыççăн администраторсем патне пынă. "Юрлама-ташлама пĕлетĕн-и?" - ыйтнă унран. "Пĕлместĕп, анчах хампа пĕрле юрăçсем илсе килеетĕп", - тенĕ вăл. Лешсем килĕшнĕ, - ăнлантарчĕ Андрей Кузнецов.

Виталий Малинов тÿрех ун патне шăнкăравланă. Андрей Кузнецов шухăшламасăрах килĕшнĕ. "Мĕншĕн пĕччен каяс-ха?" - хăйĕнпе калаçнă вăл ăшĕнче. Çапла вара Марина Тимукова ертсе пыракан "Хĕвелтухăç вăрттăнлăхĕсем" ташă ушкăнне илсе кайма шухăшланă.

Андрей Кузнецов Альбина Юрату сăввисемпе Иван Андреев кĕвĕленĕ "Сарă чечексем" юрра суйланă. Унăн шухăшĕпе, кунта чăвашсен хăйне евĕрлĕхĕ палăрать.

- Чăвашсен сарă тĕс - юрату палли. "Сарă хĕр", "сарă каччă", "сарă хĕвел" тетпĕр-çке эпир. Киле çитсен "Поле чудес" кăларăма хутшăнассине мăшăра, ачасене каласа кăтартрăм. Аслă ывăлăм Максим та юласшăн мар. Вăл телекăларăма кайма тахçанах ĕмĕтленет, - малалла калаçрĕ Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕнчен тухнă пултаруллă юрăç. Анчах параппан çывăхне 7 çултан кĕçĕнрех ачасен çеç тăма ирĕк пур-мĕн. Максим вара - 8-та. Ÿкерÿ умĕн пуху ирттернĕ чухне Виталий Малинов йĕркелÿçĕсемпе калаçнă та чăваш ачине вăйă вăхăтĕнче хăйĕнпе çумăн тăма ирĕк панă. Максим та Леонид Якубович патне пушă алăпа кайман - "Асаннепе кукамай" юрра /сăвви те, кĕвви те Валентина Тараватăн/ шăрантарма хатĕрленнĕ. Андрей Кузнецовпа ывăлĕ Мускава чăваш тумĕ илсе кайнă. Эфира костюмпа тухма хатĕрленекен Виталий Малинов валли наци тумĕ тупса панă.

Ÿкерÿ икĕ сехете тăсăлнă. Шăматкунпа вырсарникун тăватă кăларăм ÿкереççĕ. Телее, Андрей Кузнецовпа ывăлĕн иккĕшĕн те ÿкерÿре юрлама май килнĕ. Хăшĕ-пĕрне пĕр юрă çеç шăрантарма ирĕк панă. Леонид Якубович Максима хăйĕн патне чĕнсе илсе ыйтусем панă. Чăвашран кайнăскерсем Леонид Аркадьевича мĕнпе тĕлĕнтересси пирки самай шухăшланă. Андрей Кузнецов кун пирки юлташĕсемпе те канашланă. Çак таранччен Леонид Якубовича шăпăр, чăваш тумĕ тăхăнтартнă. Мĕнпе тĕлĕнтерес? "Шăрттанпа", - сĕнÿ панă ăна. Çапла вĕсене аш-какай комбиначĕ карçинккана кăлпасси тултарса панă, шăрттан тыттарса янă. Кăларăмра Леонид Якубовича темĕнтепĕр парнелеççĕ: купи-купипех япала, апат-çимĕç... Ăçта хураççĕ-ши ăна?

- "Поле чудес" музейĕ пирки калаçаççĕ, анчах кун çинчен пĕр сăмах та пулмарĕ. Телеертÿçĕ Максима параппан çине хăпартса ячĕ те унти çимĕçсене кĕсьене тултарма хушрĕ. Ÿкерÿ вĕçленсен курма килекенсем те, кăларăма хутшăнакансем те параппан çинчи апат-çимĕçе тутанаççĕ. Эпир хăналаннă чухне шăрттан та, кăлпасси карçинкки те курăнмарĕ, - кăларăма хутшăнма май килнишĕн Андрей Кузнецов чунран хĕпĕртерĕ.

Виталий Малинов 2-мĕш турта вылянă. Унта тепĕр хĕрача та пулнă, сăвă каланă. Ăна магнитофон парнеленĕ. Чăваш юррине шăрантарнине кура-ши - Максима 8 пин тенкĕ тăракан планшет, виçĕ томлă энциклопеди тыттарнă.

Кузнецовсем "Поле чудес" кăларăм ÿкерĕвĕнчен тулли кăмăлпа таврăннă. Пĕчĕк Максимăн асамлă ĕмĕчĕ пурнăçланнă.

Ирина АЛЕКСЕЕВА.