Ыйту-хурав

28 Нарăс, 2014

Урам мĕншĕн тăвăрланать...

Эпĕ район центрĕнче пурăнатăп. Юлашки вăхăтра, çĕрпе усă курмалли саккунсене пăсса, гараж, ытти хуралтă лартакансем йышланчĕç. Хушма хуçалăх валли уйăрнă çĕр лаптăкне пысăклатса улмуççи, çырла тĕмĕсем лартаççĕ, çавна май урам хушши тăвăрланса пырать...

Н.УДИН.

Шăмăршă районĕ,

Шăмăршă ялĕ.

27 Нарăс, 2014

Инвестици программине лекмелле

Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Мĕшĕл ялĕнчи Вăрман урамне асфальт çул хывма укçа кирлĕ. Ăна уйăрмалли йĕркене ăнлантарса параймăр-ши?

С.ГРИГОРЬЕВ.

Сĕнтĕрвăрри районĕ.

26 Нарăс, 2014

Халал хутне – çĕнĕрен

Малашлăха пĕлмесĕрех кил-çурта хĕрĕме халалларăмăр. Халĕ вăл çемйипе Самар тăрăхĕнче пурăнать. Инçе çула пула килсе çÿреймест. Унсăр пуçне кунта куçса килес шухăш та çук. Пире мăнукпа кин пăхаççĕ. Вĕсем Сăнав поселокĕнче пурăнаççĕ. Эпĕ кил-çурта вĕсем çине çĕнĕрен куçарасшăн. Ĕçе мĕнрен пуçламаллине пĕлместĕп. Тĕплĕнрех çырса кăтартăр-ха, тархасшăн.

Юлия Ильина. Çĕрпÿ хули.

26 Нарăс, 2014

Тĕрĕс апатлантармалла

Ăшă енне вĕçсе кайман кайăксене хĕллехи вăхăтра питех те шел: сивĕ те вĕсене, апатне те тăраниччен çиеймеççĕ... Вĕçен кайăксене эпир мĕнлерех пулăшма пултаратпăр?

А.ПРОКОПЬЕВ.

Канаш районĕ.

Pages