Ют çĕр-шывра

Раççей çăлтăрĕсен хушшинче ют çĕр-шыва кайса пурăнакан, ачисене унта вĕрентекен йышлă. Чăвашсем те вĕсенчен юласшăн мар. Пирĕн хăш-пĕр артистăн ачисем те ют çĕр-шывра пурăнма кăмăллаççĕ. ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ Валерий Лукьянов нумаях пулмасть АПШран килнĕ. Вăл унта икĕ çул пурăнать.

Чăваш Енре ют çĕр-шыв çамрăкĕсем йышлăн вĕренеççĕ. Африкăри патшалăхсенчен килнисен пысăк пайĕ медицина енĕпе аслă пĕлÿ илет. Апла пулин те ытти факультета суйланисем те пур. Унашкаллисенчен пĕри - Конго çĕр-шывĕн тĕп хулинчен Браззавильрен килнĕ Шарль Гокоба.

Испани тесенех куç умне вăкăрсен кĕрешĕвĕ, фламенко ташши, футбол тухса тăраççĕ. Кунта Мигель Сервантес, Эрнест Хемингуэй çыравçăсем, Марио Касас артист... çуралнă. Çулталăкра 280 кун хĕвел пăхакан çĕр-шывра 200-е яхăн пляж, 350 пине яхăн кафе-ресторан... Тĕнчери чи пысăк стадион та Испанири Барселонăра.

Ют çĕр-шыв культури, унти пурнăç интереслентернĕрен мĕн пĕчĕкренех вĕсем çинчен ÿкернĕ телекăларăмсене пăхаттăм, кĕнекесем вулаттăм. Çапах ют çĕр-шыв çыннипе курса калаçни чылай лайăхрах. Чăваш Ене чикĕ леш енчен туристсем çав тери йышлăн килеççĕ теме çук.

Subscribe to Ют çĕр-шывра