Юратупа наркăмăш

Çут çанталăк мана çавнашкал çуратнă-ши, пĕлместĕп, эпĕ — хĕрарăмсене перчетке пек улăштаракан каччă. Юратушăн асапланса курман. Пĕр хĕрпе кăна çÿрейместĕп эпĕ. Мана вĕçĕмех çĕнĕрен те çĕнни кирлĕ. Мĕншĕн çапла? Сăлтавне шырамастăп. Хампа нимĕн те тăваймастăп — çапла чун ыйтать, урăхла хурав çук.

Чухăн çемьере çитĕнтĕм. Атте-анне, виçĕ пĕртăван пĕчĕк йывăç пÿртре хĕсĕнкелесе пурăнтăмăр. Тайлăк-майлăк çуртра пурăннăшăн тантăшсем умĕнче аванмарланаттăм. Пĕр класра вĕренекен тусăм пысăк та капмар пÿртре кун кунлаччĕ. Кашни ачин хăйĕн пÿлĕмĕ пурччĕ. Тусăма питĕ ăмсанаттăм, манăн та кермен пек çуртра пурăнас килетчĕ.

Ырă кун пултăр, хаçатăн хисеплĕ ĕçче­нĕсемпе вулаканĕсем! «Юратупа наркăмăшри» статьясене чунран кăмăллатăп. Сирĕн кăларăм урлă çĕр-çĕр çын шăпипе кулленех паллашатăп. Хамăн çинчен çырса кăтартас шухăш пуçра тахçанах тĕвĕленнĕ. Хальхинче пуçланă çырăва вĕçлеме хал çитертĕм.

Юлашки вăхăтра арçынсем айккине чупни çинчен уççăн калаçма тытăнчĕç. Ара, лешсем, алăра ылтăн çĕрĕ тăхăнса çÿрекенсем, çынсен умĕнчех ерĕшкисемпе çавăтăнса вăрттăн вырăнсене çул тытаççĕ. «Уй куçлă, вăрман хăлхаллă», - тесе ахальтен каланă-им вара? Тем тесен те, ял халăхĕ веçех курать, веçех пĕлет. Халĕ вара хĕрарăмсем те арçынсене перчетке пек улăштараççĕ. Упăшка пур çĕрте юттин ытамне васкакансем кашни ялтах пур пулĕ.

Интернетри пĕр сайтра мĕнлерех арçынпа паллашнине çырса кăтартмасăр чун чăтмарĕ. Малтанах çакă мана килĕшрĕ, каярахпа шикленме тытăнтăм, халĕ курас килми пулчĕ. Ара, çепĕç сăмахсене ир те каç итлеме кашни хĕрарăмах хавас эпир.

Pages

Subscribe to Юратупа наркăмăш