Ялта пурăнать писатель

2 Раштав, 2016

«Шурă хута хуратса хура çÿçе шуратрăм»

Геннадий Кузнецов 1943 çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче Канаш районĕнчи Çĕнĕ Шуртан ялĕнче çуралнă. 1963 çулта Вăрнар районĕнчи Кульцав вăтам шкулĕнчен вĕренсе тухнă.

28 Юпа, 2016

«Чăваш литератури хăрса пыракан йывăç мар»

Олег Федорович Андреев 1950 çулта Елчĕк районĕнчи Энтепе ялĕнче çуралнă. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн хими факультетне, Чулхулари партин аслă шкулне пĕтернĕ. Тĕрлĕ шкулта, ВЛКСМăн Елчĕк район комитечĕн секретарĕнче, Энтепе шкулĕн директорĕнче вăй хунă. 1977-1991 çулсенче — Елчĕк районĕнчи комсомол тата коммунистсен комитечĕн секретарĕ, пĕрремĕш секретарĕ.

Афалек Энтепе 1973 çултанпа пичетленет. «Çулшырав» /1988/, «Хутăш вăрман» /1989/, «Киле таврăнни» /1991/ кĕнекесен авторĕ. Литературăра чылай çул ăнăçлă ĕçленĕшĕн ăна ЧАССР Аслă Канашĕн Президиумĕн Хисеп хучĕпе чысланă.

22 Утă, 2016

«Сурăх касăвĕнче çуралчĕç сăвă йĕркисем»

Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Тури Çĕрпÿкассинче çуралса ÿснĕ. Тăван ялти, Хусанушкăнĕнчи вăтам шкулсенче, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультетĕнче вĕреннĕ. 1972 çултанпа Хусанушкăнь шкулĕнче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентет, музыка урокĕсене ертсе пырать.

Pages