Ял тăрăхĕ

Улатăр районĕнчи Кивĕ Эйпеç ял тăрăхĕнче тирпейлĕ, илемлĕ, таса пурăнасчĕ тесе ырми-канми тăрăшаççĕ.

Кунта урнăсене, хунарсене, саксене тата ыттине укçалла туянмаççĕ. Вĕсене хĕллехи-çуркуннехи вăхăтра хăйсен вăйĕпе ăсталама тăрăшаççĕ.

Çак кунсенче ял тăрăхĕнче хунарсем тунă. Вĕсене сăрланă хыççăн тĕп урамри Çамрăксен культурăпа кану тата Ачасен паркĕсенче вырнаçтарĕç. Ял тăрăхĕн администрацийĕ кăçал çĕрлехи вăхăтра ял урамĕсене çутатма 10 хунар çакма палăртнă. Вĕсем парксемпе урамсен архитектура сăн-сăпатне улăштарĕç.

 

Янăма тенине Етĕрне районĕнчи чăваш ялне тесе ăнланмалла. Унтан ку таранччен сахал мар спортсмен тухнă. Мĕншĕнни те паллă. Ял ачи чылай çирĕпрех, чăтăмлăрах, вăйлăрах пулнăран. Тата ялсенче хăй ĕçне чунтан парăннă физкультура учителĕсем пулни те пĕлтерĕшлĕ. Вĕсем тĕллевлĕ ĕçленипе ÿсĕм кĕттермен.

"Ав çав кăтарту хăминчен пирĕн тăрăх пуçланать. Ăна эпир республикăра чи малтан вырнаçтартăмăр, - Атнар ял тăрăхĕпе çакăнтан паллашма тытăнтăм. Вырăнти администраци пуçлăхĕ Александр Кузнецов халăхпа пĕрле пурнăçланă ĕçсем пирки хавхаланса калама тытăнчĕ. - Çул хĕрринчи кашни чарăну патĕнче "нушник", çÿп-çап пăрахмалли савăт лартрăмăр, йăлтах сăрларăмăр.

Subscribe to Ял тăрăхĕ