Ял хуçалăх çыравĕ

14 Утă, 2016

Улмуççишĕн налук тÿлеттересрен хăраççĕ

Утă уйăхĕн 1-мĕшĕнче Пĕтĕм Раççей ял хуçалăх çыравĕ пуçланчĕ. Пирĕн Республикăн кашни кĕтесĕнче çыруçăсем çÿреççĕ. Вĕсен ĕçĕпе иртнĕ эрнере Муркаш районĕнче пулнă май тĕплĕнрех паллашма май килчĕ. Ку тăрăхра инструкторсен ултă участокне йĕркеленĕ. Патаккассинче вырнаçнине икĕ çынна çирĕплетнĕ.

9 Утă, 2016

Ята палăртмасăр шута илеççĕ

Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравĕ пуçланчĕ. Çĕршыв пĕлтерĕшлĕ мероприятие пирĕн хутлăхра та тĕплĕн хатĕрленсе кĕтсе илчĕç. Епле-ха унсăрăн?

8 Утă, 2016

Ялти йĕркелĕх - çĕршыври тăнăçлăх

Пĕтĕм Раççей ял хуçалăх çыравĕ пуçланнăранпа çичĕ кун иртрĕ. Çĕршыв пĕлтерĕшлĕ мероприятие пирĕн хутлăхра та тĕплĕн хатĕрленсе кĕтсе илчĕç.

8 Утă, 2016

Почта маркине çырава халалланă

Пĕтĕм Раççей ял хуçалăхĕн иккĕмĕш çыравĕ пуçланнă ятпа «Паянхи Раççей» МИА лапамĕнче утă уйăхĕн 1-мĕшĕнче ирттернĕ пресс-конференцире почтăн «Пĕтĕм Раççей ял хуçалăхĕн 2016 çулхи çыравĕ» художество маркипе усă курма тытăнасси пирки чаплă лару-тăрура пĕлтернĕ.

Церемоние Федерацин патшалăх статистика службин ертÿçи Александр Суринов, Федераци çыхăну агентствин пуçлăхĕ Олег Духовницкий тата РФ ял хуçалăх министрĕн заместителĕ Елена Астраханцева хутшăннă.

Pages