Ял хĕрарăмĕ

Алевтина Журавлева Йĕпреç районĕнчи Эйпеç ялĕнчи фельдшерпа акушер пунктĕнче вăй хурать. Унăн ĕç стажĕ - 42 çул. Çак професси ăна амăшĕнчен куçнă. Вăл та ĕмĕрĕпех медицинăра тăрăшнă.

Валентина ПЕТРОВА

Республикăра 100 çул е ытларах пурăнакан сахал. Вулакана вĕсенчен пĕринпе Куславкка районĕнчи Минкĕш ялĕнчи ырă кăмăллă та хастар Александра Соловьевăпа паллаштарасшăн. Вăл 7 çулта тăлăха юлнă. Ашшĕпе амăшĕ выçăпа вилнĕ.

Вячеслав ПЕРОВ

Патăрьел районĕнчи Туçари Мордвиновсем - ялти хисеплĕ çемьесенчен пĕри. Вениамин Григорьевичпа Валентина Николаевна пирки ырă сăмах каламалли нумай. Вĕсем сăпайлă, ĕçчен, кăмăллă... Ачисене те хăйсем пек пулма вĕрентнĕ. Ĕçченлĕх вĕсен йăхран-йăха куçнă.

Вениамин Мордвиновăн ашшĕпе амăшĕ - Григорий Петровичпа Федосия Петровна - тăхăр ача çуратнă. Анчах чир-чĕре пула хăшĕ-пĕри пĕчĕклех вилнĕ. Виçĕ ывăлĕ Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине хутшăннă, иккĕшĕ - Александрпа Никандр - унтан таврăнайман. Мефодий вара Яппун вăрçинче те пулнă. Вăл тăван тăрăха чĕрĕ-сывă çаврăнса çитнĕ.

Александр ФРОЛОВ

Унăн кăпăклă сăрине Анаткас Татмăшсем ĕçсе савăнаççĕ. Ытти çулти пекех кăçал та ял уявне техĕмлĕ çак ĕçмене хатĕрленĕ Анна Ильинична Хрисанова. Сăрана мухтаса, хуçине тав туса пĕрер курка ярăнтарнă ентешĕсем. Хăйĕн 90 çулхи юбилейĕнче те кÿршĕ-аршăна, тус-тăванне унпа хăналанă.

Валентина ПЕТРОВА

Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Çичĕпÿртре пурăнакан Марина Михайлова ÿкерме кăмăллать. Пушă вăхăт тупăнсанах аллине хутпа кăранташ тытать. Маларах ÿкерчĕке хут çине куçарнă пулсан, халĕ – хăма çине. Сăрласа илемлетнĕскер лавккаринчен нимĕнпе те кая мар.

Валентина ПЕТРОВА

Pages

Subscribe to Ял хĕрарăмĕ