Тюмень чăвашĕсем Сурхурие юрласа-ташласа, юмăç пăхса ирттерни çинчен вырăнти телекуравпа та кăтартнă, хаçатра та çырнă. Тăван халăхăн йăли-йĕрки ытти наци çыннисемшĕн те кăсăклă пулни пĕрре те иккĕлентермест. Çак уява «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçат тусĕ Роза Степанова юрăç та хутшăннă. Вăл чăваш чĕлхине манман йăхташăмăрсенчен пысăк салам илсе килнĕ.
2006 çулхи çу уйăхĕн 1-мĕшĕнчеЛянтор тата Сургут ра йонĕнчи хастар чăвашсен пуçарăвĕпе «Шăпа» наципе культура организацийĕ йĕркеленнĕ. Ун чухне Геннадий Данилова ертсе пыма çирĕплетнĕ. Халĕ эпĕ пуçлăх тилхепине тытса пыратăп.
Облаçри чăвашсене альманахăн пĕр номерне халалланă
Чăваш ялĕсенче мĕн авалтанпах нимелле ĕçленĕ: кÿршĕ-арша пысăк йышпа çĕнĕ пÿрт хăпартма пулăшнă. Малтан пĕрин валли лартнă, унтан — теприн валли… Çапла пурăнмалли кĕтес кирлисем ял тăрăшнипе хăвăртах çурт-йĕрлĕ пулнă. Пысăк ытти ĕçе те ниме мелĕпе пурнăçланă.
Çĕртме уйăхĕн 12-мĕшĕнче Красноярски чăвашсен автономийĕ «Енисейри пĕрлĕх чăвашсен Акатуйĕнче» уяв ирттернĕ. Унччен икĕ кун маларах йăхташăмăрсене «Енисей ТВ» эфира йыхравланă. Автономи президенчĕ Геннадий Храмов хăйĕнпе пĕрле эфира «Çеçпĕл» ансамбле чĕннĕ.