Вăй патăр!

30 Утă, 2014

Тĕнче курнă – тĕлĕннĕ, халăх курнă – хисепленĕ

Ачча ялĕнчи (Канаш районĕ) кирпĕчрен купаланă тăпăл-тăпăл çуртра вăл кун хăна килессе кĕтмен. Хуçи тухасса шанса тимĕр хапха алăкне шаккаса ывăнтăм, вара кил картишре сиккелесе çÿрекен пĕчĕк çăмламас йытăран хăрамасăрах çенĕк алăкĕ çумĕнчи шăнкăрав тÿмине пусрăм. Ман ума йăрăс пÿллĕ, таса та типтерлĕ, ятуллă çи-пуç тăхăннă хĕрарăм тухса тăчĕ. Тараватлăн малалла иртме йыхравларĕ. Аслă пÿлĕме кĕретĕп. Стена çинче – гитарăпа балалайка, çут çанталăк илемне сăнлакан картинăсем.

23 Утă, 2014

«Шуçăм» çути

Тÿскелсем районти ытти çыншăн тĕслĕх шутланаççĕ. Пур енĕпе те маттур вĕсем: ĕçлес, юрлас-ташлас тĕлĕшпе те, спортра та малтисен ретĕнче. Пĕр-пĕринпе туслă пурăнни йывăрлăха çĕнтерме пулăшать. Акă чылай çул маларах çамрăксем субботниксем йĕркелесе спортзал, ташă площадкипе парк тунă, темиçе пĕве пĕвеленĕ. Унта пулăсем янă.

16 Утă, 2014

Лайăх ят мулран паха

Алла çава тытнă Валентина Семенова Мучар ял (Елчĕк районĕ) урамĕпе васкать. "Кăнтăр апачĕ вăхăтĕнче те канасшăн мар сутуçă", – пуçра тÿрех вĕçсе илчĕ шухăш. Тинтерех кăна лавккара паллашнăччĕ унпа. "Çулма мар, çавана туптама парасшăн", – терĕ пире сăмах хушнă май.

21 Çу, 2014

Самана таппипе

Совет тапхăрĕнче ура çинче çирĕп тăнă «Хĕрлĕ партизан» хуçалăх паян та хăйĕн хăватне чакармасть. Ял çынни тарĕпе пухнă пурлăха Пучинкесем пасар реформисен тапхăрĕнче салатман. Кунта халĕ те колхоз пекарни, арманĕ, утарĕ ăнăçлă ĕçлет. Çав тери пысăк тупăш кÿмесен те тепĕр чухне пурнăçа сыпăнтарма май параççĕ вĕсем.

Pages