Вăй патăр!

20 Чÿк, 2015

Тăван енре сывлăш та сиплĕ

Узбека качча тухиччен Мария Константиновна вăрахчен иккĕленнĕ. Пуçра шухăшсем çавра çил пек алхаснă: Анвар хăйне хытă юратнине хĕр туйнă, анчах юлташĕсем, тăванĕсем ăна çичĕ юта яма шикленнĕ. "Тантăшăм, питĕ килĕштеретĕп сана.

13 Чÿк, 2015

Хĕл хырăмĕ пысăк

Çунман йышши паха кирпĕчрен 1954 çулта купаланă витере тăракан выльăх "Звезда" СХПКна /Патăрьел районĕ/ паян кун та тухăçлăхпа савăнтарать. Унсăрăн мĕнле пултăр/ 400 пуç мăйракаллă шултра выльăх /ку шутра 160-ăшĕ сăвакан ĕне/ хăйне чунтан юратса пăхнине, тăрăшнине туять мар-и/ Кăçал ĕнене пăрулаттармалли тата пăру усрамалли уйрăмсен тăррине çĕнĕрен витнĕ. Маларах сăвакан ĕнесене çуллахи лагере инçете илсе кайнă, халĕ ăна вите çумĕнче йĕркеленĕрен тата унта сĕт пăрăхĕ вырнаçтарнăран иккĕмĕш çул ĕнтĕ дояркăсем хавхаланса ĕçлеççĕ.

30 Юпа, 2015

Тăрăшакана ытларах пулăшмалла

2012 çултанпа фермер /хресчен/ хуçалăхне тытса пыракан Михаил Тагеев /Сĕнтĕрвăрри районĕ/ вырăнти ял хуçалăх предприятине пĕтме памарĕ. Унăн харпăрлăх форми улшăнчĕ ?малтан СХПК пулнă%, анчах капла туман пулсан çурма пушă "лав" тÿнсех каятчĕ мар-и?

25 Авăн, 2015

Канăçсăр чунлă Тимофеев

"Эпир сире ĕçлеме вĕрентнĕ. Кирек ăçта кайсан та выçă лармăр", - пурнăçăн анлă çулĕ çине çапла каласа кăларнă ачисене Мария Даниловнăпа Валерий Павлович Тимофеевсем. Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шанарпуçĕнче кăна мар, таврари ялсенче те çак çемьене пĕлмен çынна тупаймăн. Хисеплеççĕ ăна. Валерий Павлович пурнăçран уйрăлнăранпа пилĕк çул иртрĕ ĕнтĕ. Вăл çине тăрса яваплă ведомствăсемпе министерствăна çитмен пулсан Шанарпуçне, тен, паян та Сĕнтĕрвăрринчен, Çĕнĕ Шупашкартан пассажирсене турттаракан автобуссем çÿремĕччĕç.

Pages