Уйăхлăх

Ял хуçалăх таварне туса илекенсен продукцине вырнаçтарма условисем туса пама, хулара пурăнакансене акмалли-лартмалли материалсемпе тивĕçтерме кăçалхи ака уйăхĕн 21-мĕшĕнчен пуçласа çу уйăхĕн 22-мĕшĕччен Шупашкарта «Çуркунне — 2017» уйăхлăх иртет.

Лариса НИКИТИНА. Лариса НИКИТИНА сăн ÿкерчĕкĕ.

Ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче Шупашкарта чаплă лару-тăрура «Çуркунне — 2017» уйăхлăх уçăлнă.

Ярмăркка кунĕсенче хула администрацийĕ çирĕплетнĕ суту-илÿ вырăнĕсенче — «Николаев», «Çурçĕр» суту-илÿ комплексĕсенче, «Дар» ОООра — ял хуçалăх продукцине туса илекенсем, çав шутра уйрăм хуçалăх тытакансем те, хăйсен таварне ирĕклĕн сутма пултарĕç. Çавăн пекех автотранспорт çинчен те суту-илÿ тума чармаççĕ. Çак тĕллевпе суту-илÿ вырăнĕсемпе тÿлевсĕр тивĕçтереççĕ.

Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунне халалланă уйăхлăх вăхăтĕнче Елчĕк районĕнчи Лаш-Таяпа тăрăхĕнче кашни канмалли кунах тĕрлĕ мероприяти йĕркелеме палăртнă.

Йăлана кĕнĕ тăрăх Чăваш Енре ĕç сыхлавĕн уйăхлăхĕ пуçланчĕ. Унăн теми: «Ĕç вырăнĕнче хими япалисемпе усă курнă чухнехи сыхлав». Вăл 2006 çултанпа иртет тата ăна ака уйăхĕн 28-мĕшĕнче паллă тăвакан Пĕтĕм тĕнчери ĕç сыхлавĕн кунне халалланă.

Çак тĕллевпе пурнăçламалли мероприятисемпе республикăри массăллă информаци хатĕрĕсен журналисчĕсем валли йĕркеленĕ брифингра ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин пай ертÿçи Кирилл Милюхин паллаштарчĕ.

15 Feb, 2014 | Хыпар | Хула | Уйăхлăх

Совет Çарĕн чаçĕсене Афганистанран илсе тухнăранпа паян 25 çул çитрĕ. Çак пулăма Раççейре кăна мар, Совет Союзĕн йышĕнче пулнă хăш-пĕр çĕр-шывра та анлă паллă тăваççĕ.

Pages

Subscribe to Уйăхлăх