Урмаел

8 Авăн, 2016

Шкулăн та, ялăн та пуласлăхĕ пысăк

Ĕнер Каçал тăрăхĕнчи Урмаел ялĕнче чăн-чăн туслăх уявĕ иртрĕ. Асăннă ялта шкул уçăлнăранпа 150 çул çитнĕ ятпа йĕркеленĕ праçникре чăваш, тутар юррисем шăранчĕç, икĕ халăх ташшисене ташларĕç, йăли-йĕркипе, культурипе паллаштарчĕç.