транспортпа энергетика

16 Авăн, 2016

Монохулан малашлăхĕ пысăк

Авăн уйăхĕн 16-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Канаш хулинче ĕçлĕ çÿревпе пулчĕ, Чăваш Республикин экономикăпа социаллă тăнăçлăхне çирĕп аталанупа тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен комисси ларăвне ертсе пычĕ.

Ĕçлĕ калаçу умĕн республика Пуçлăхĕ хула ярмăрккипе паллашрĕ, сутуçăсемпе хутшăннă май тавар ассортименчĕпе, хаксемпе интересленчĕ, ачасемпе çамрăксен «Локомотив» спорт шкулĕн стадионĕнчи юсав ĕçĕсене пахаларĕ.