Топчугул

1 Авăн, 2016

Ачисене чăвашла вĕрентесшĕн

Сере /сарлака йывăç кравать/ çинче ларнă май Топчугул Кунантаевăпа ялти пурнăç çинчен калаçрăмăр. Кăркăс хĕрарăмĕ çемйипе пĕрле Элĕк районĕнчи Анаткас Сурăмра çулталăка яхăн пурăнать. Унччен мăшăр Шупашкарта кун кунланă. Хăйсем ялта çуралса ÿснĕрен чунĕ шавлă хуланалла туртман.