Тавлашу

17 Пуш, 2015

Мĕнле çырасси пирки иккĕленсен çăлтăр шырамалла-и?

Тĕнчери пур чĕлхене илсен те унта тĕрĕс çырасси çинчен калакан правилăсем тивĕçтерсех кайманни пурах. Чăваш чĕлхин орфографийĕ çинчен тавлашусем тахçантанпах пынинчен те тĕлĕнме кирлех мар апла-тăк. 1994 çулта Патшалăх Канашĕ çирĕплетнĕ правилăсене нумайăшĕ вăхăт чылай иртсен те чунпа йышăнайманнине кура 2014 çулта орфографие сÿтсе явас çĕнĕ хум пуçланчĕ. Çавна май Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕ, Чăваш наци конгресĕ пуçарнипе ноябрь уйăхĕнче "çавра сĕтел" иртнĕччĕ. Хĕрÿ калаçусем хыççăн темиçе уйрăм сĕнÿ пулнăччĕ.