Синкерлĕ шăпа

16 Çĕртме, 2014

Вилĕмсĕрлĕхе ярса пуснă ентешсем...

Утă уйăхĕн 16-мĕшĕнче Гродно хулине нимĕç фашисчĕсенчен ирĕке кăларнăранпа 70 çу3л çитет. Истори пĕлтерĕшлĕ çак пулăмра пирĕн ентешсем Н.Волковпа В.Шапошниковăн тÿпи те пур. Гестаповецсен вĕсене тăватă юлташĕпе пĕрле 1942 çулхи нарăс уйăхĕнче чылай вăхăт асаплантарнă хыççăн персе пăрахнă.