Шута илме

27 Чÿк, 2014

КУН КĔСКЕЛЕТ, ÇЫВĂРАС КИЛЕТ

Кун кĕскелсе пынă тапхăрта организм кахалланма тытăнать, вĕçĕмсĕр ыйхăлаттарать. Ку çутă çитменнипе çыхăннă. Мĕн тумалла-ха?

Пÿртре çутă ытларах пулсан лайăх. Уçă сывлăшра хускану ытларах тумалла, чупмалла, çуран нумай çÿремелле. Ирхи зарядка пирки те ан манăр. Организма витаминсем кирлĕ, хамăр тăрăхра çитĕнекен пахча çимĕçпе улма-çырла ытларах çимелле.

14 Чÿк, 2014

Сывă та нумай çул пурăнма

  1. Ирпе вăрансан темиçе хут туртăнса илĕр. Çывăрнă вăхăтра пур органра та юн çывăрса ларать. Шăм-шака хускатмасăр тÿрех утса кайсан урана юн нумай анать, ăна вара чĕре патне каялла тавăрма йывăртарах пулĕ.
  2. Кравать çинче выртса ал-урана çÿлелле çĕклесе силлемелле, пÿрнесене вылятмалла. Чĕре лайăхрах ĕçлеме пуçлĕ, мĕнпур клеткăпа тĕртемсене юн пырĕ.
11 Авăн, 2014

МИГРЕНЬПЕ КĔРЕШЕÇÇĔ

Шĕвек

Матрÿшке /душица/ - чи витĕмлĕ курăк. 1 апат кашăкĕ чĕр тавара тин вĕренĕ 300 миллилитр шыва ямалла, 1 сехетрен сăрăхтармалла. Кунне 3 хут 1-ер апат кашăкĕ ĕçмелле.

Мелисса мигрене пула час-часах пуç ыратакан хĕрарăмсене лайăх пулăшать. 3 апат кашăкĕ курăка тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, 1 сехетрен сăрăхтармалла. Кунне 4 хут 2-шер апат кашăкĕ ĕçмелле.

Pages